Спорт правуррисене суйлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:21 Просмотров: 247

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине пĕрремĕш класранпах çÿретĕп. Мана кунта питĕ килĕшет. Çак секцие 30 ачана яхăн çÿрет.

Виталий Петрович Трофимов тренер ертсе пынипе тĕрлĕ приема вĕренетпĕр. Республика, район тата регион шайĕнче ирттерекен ăмăртусене хутшăнса Мухтав грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçрĕм. Манăн 70 медаль, 30 кубок. Чĕмпĕрте, Нижнекамскра, Хусанта пулса курма тÿр килчĕ.

Ку спорт тĕсĕ правур та хăюллă, чăтăмлă пулма хистет. Эпир пĕр-пĕринпе кавир çинче кĕрешетпĕр. Спорт пурнăçра вăй-хăват парать, чун çирĕплĕхне туптать, вĕренÿре хавхалантарса пырать. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцинче хăвна ху хÿтĕлеме, тĕрлĕ чăрмава çĕнтерсе лартнă тĕллев патне çирĕппĕн утма вĕренетĕн. Секцие çÿрекенсем валли пур услови те туса панă. Кĕрешмелли залпа юнашар тренажер залĕ пур. Вăл спорт оборудованийĕпе пуян. Унта тренировкăсем ирттеретпĕр.

Санарпуç вăтам шкулĕнче мал шухăш-ĕмĕтлĕ ачасем пĕлÿ пухаççĕ. Анастасия Краснова шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ. Хăюллă та маттур пулнăран Настя хăй пурнăçне МЧС-па çыхăнтарса инкеке лекнĕ çынсене пулăшасшăн. Пирĕн те, кĕçĕн ăрăвăн, вĕсенчен тĕслĕх илсе пымалла.

Антон Федоров,

8-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика