Халăх хăйĕн шухăшне палăртрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:24 Просмотров: 244

Çак кунсенче пурнăçри пĕлтерĕшлĕ тапхăр – суйлав – иртрĕ. Хальхинче эпир Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Районта çавăн пекех ултă ял-хула поселенийĕнче вырăнти депутатсене палăртрĕç.

Куртăмăр ĕнтĕ, ку суйлав кампанийĕ цифра технологийĕсем тата çĕнĕ сервиссем аталаннипе уйрăлса тăчĕ. Пĕтĕм çĕршывĕпе патшалăх пулăмне варалас тĕллевпе суя хыпарсем сарăлчĕç, вăл шутра хамăр республикăра та. ЦИК представителĕсем тĕрĕслевсем ирттерсе вĕсем тĕрĕс маррине палăртрĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни тĕслĕхне анлăрах тишкерме хушрĕ.

Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Чăваш енрен çĕршыв парламенчĕн йышне пилĕк парти кĕрĕ% «Единая Россия» (суйлавра 37,24 % сасă пухнă), КПРФ (22,48 %), «Справедливая Россия – Патриоты – За правду» (14,92 %), ЛДПР (6,8%) тата «Новые люди» (5,67 %).

Историре пĕрремĕш хут республикăн парламенчĕ вара ултă партие пĕрлештерĕ% «Единая Россия» (35,07 %), КПРФ (21,32 %), «Справедливая Россия – Патриоты – За Правду» (15,13 %), ЛДПР (7,05 %), «Партия пенсионеров за социальную справедливость» (6,95%) тата «Новые люди» (5,88%).

Вăрнар районĕнче виçĕ кунхи суйлав лăпкăрах лару-тăрура иртрĕ. Çынсем участоксене çемьесемпе, ушкăнпа килчĕç. Хăйсен сассисене район, республика, çĕршыв пуласлăхĕшĕн, ял территорийĕсене аталантарассишĕн, тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртессишĕн панине пĕлтерчĕç.

Вăрнар ТИК-ĕн даннăйĕсемпе, район территорийĕнче Патшалăх Думин депутачĕсем пулма суйлавçăсен 43,37 проценчĕ – Алла Салаевăшăн, 14,54 проценчĕ – Игорь Моляковшăн, 10,98 проценчĕ – Владимир Андреевшăн, 7,33 проценчĕ – Владислав Цапиншăн, 5,88 проценчĕ – Станислав Песиншăн, 5,64 проценчĕ – Сергей Павловшăн, 4,12 проценчĕ – Константин Степановшăн, 1,94 проценчĕ – Сергей Сорокиншăн, 1,17 проценчĕ Владислав Аркадьевшăн сасă панă.

Федераллă суйлав округĕпе политика партийĕсемшĕн халăх çапла сасăланă: «Единая Россия» – 41,98 %, КПРФ – 20,26 %, «Справедливая Россия – Патриоты – За правду» – 13,18 %, ЛДПР – 7,60 %, «Партия пенсионеров за социальную справедливость» – 4,98 %, «Новые люди» – 3,23 %, «Коммунисты России» – 2,01 %, ыттисен тата сахалрах процент.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнче (3-мĕш округпа) Вăрнар районĕнче Владимир Свешниковшăн чи нумай сасă панă – 9030 çын (61,87 %). Вырак Сувариншăн халăхăн 16,02, Сергей Васильевшăн 12,48, Кристина Семеновашăн 5,95 проценчĕ сасăланă.

Парти списокĕпе кăтартусем çапларах% «Единая Россия» – 39,22, КПРФ – 19,15, «Справедливая Россия – Патриоты – За правду» – 12,81, «Партия пенсионеров за социальную справедливость» – 8,57, ЛДПР – 7,80, «Новые люди» – 3,45, «Коммунисты России» – 2,45, «Зеленые» – 1,26, «Родина» – 0,89, «Гражданская платформа» – 0,81 процент.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика