Шупашкарта «Путешествие Четруши» ятпа пĕчĕк ачасем валли вырăсла çырнă сăвă кĕнеки кун çути курчĕ. Умсăмахĕнче «Тракторные заводы» концернăн генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов «Промтрактор» заводра туса кăларакан хăватлă техникăпа пĕчĕк çеç Четруша бульдозерăн çулçÿревĕ тăрăх паллашма чĕнет.
Ăçта кăна тăрăшмаççĕ пулĕ «чăваш улăпĕсем»: газ тата нефть пăрăхĕсем, чукун çулсемпе кĕперсем хываççĕ, ылтăн кăларнă çĕрте вăй хураççĕ, çутçанталăкăн синкерлĕ пулăмĕсене – шыв илнине, çĕр чĕтреннине, пушара пула инкеке лекнисене – пулăшма васкаççĕ. Кĕнеке геройĕн аслă тăванĕсене Инçет Хĕвелтухăçĕнче те, Çĕпĕрте те, Çурçĕрте те, аякри ют çĕршывсенче те – Африкăна çитиех – тĕл пулатăн. «Четра» маркăллă техника шартлама сивĕпе шăрăха та чăтса ирттерет, Чайковский кĕввипе пĕчĕк акăшсен ташшине кăтартса тĕлĕнтерет, кĕленчене уçса пылак шыв ярса хăналать…
Пирĕн заводăн тата Трактор историйĕн музейĕсене Вăрнар районĕнчен шкул ачисем час-часах çитсе кураççĕ, пулас конструкторсемпе технологсем тĕнчери тĕрлĕ тракторсемпе çеç мар, паянхи техникăна туса кăларма хутшăннă ăстаçăсемпе те, урăх ĕçре е творчествăра палăрнă çынсемпе те паллашаççĕ.
Çĕнĕ кĕнеке авторĕ – сирĕн пултаруллă ентешĕр Валерий Кошкин. Производство темине вăл хăйĕн творчествинче маларах та пĕрре мар çĕкленĕ, çав шутра Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн тата Шупашкарти «Элара» заводăн историйĕсене сăвăлласа пичетленĕ. Сăмах май, поэтăн тăванĕсем Фаинăпа Лаврентий Салдыркинсем – «Промтрактор» заводăн хисеплĕ ветеранĕсем: аппăшĕ Тĕп механика пайĕнче инженер-конструкторта вăй хунă, обществăлла майпа заводри Хĕрлĕ Хĕрес обществине ертсе пынă, йыснăшĕ иккĕмĕш тата улттăмĕш механика цехĕсен пуçлăхĕнче тăрăшнă.
Хисеплĕ вулакансем! Кĕнекене алла илсе вулама кăмăллă, ăна Сергей Павлов художник тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.
Альберт СЕРГЕЕВ,
Трактор историйĕн музейĕн директорĕ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Ноябрь 2024 |