Çулталăк тăршшĕпех районта коррупцие хирĕçле ĕç тĕллевлĕ иртет. Ун йĕркине тата тĕп мероприятийĕсене ятарлă комисси çирĕплетет.
Ку преступленисем тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва тата йышăннă профилактика мерисене комисси тăтăшах анлăн пăхса тухать. Унчченхи ларура, акă, районти массăллă информаци хатĕрĕсем коррупцие хирĕçле политикăна мĕнле тытса пыни пирки те калаçнă.
Сиенлĕ пулăмпа кĕрешессинче радио-телевиденин те, пичет изданийĕсен те, чăн та, усăллă витĕм кÿме пĕтĕм майсем пур. Вĕсем информацие çĕршер-пиншер çын патне çитереççĕ. Апла пулсан обществăра коррупцие сивлекен шухăшсене сарасси, киревсĕр ĕçсемпе çыхланакансене явап тыттарнине кăтартасси вĕсенчен нумай килет.
Район администрацийĕн информатизаци секторĕн заведующийĕ Александр Ильин палăртнă тăрăх, ку ушкăнри тĕп мероприятисенчен пĕри – вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн информаци уççăнлăхне тивĕçтересси. Çав шутра влаç органĕсенчи коррупциллĕ тĕслĕхсем пирки пĕлтернисене тĕрĕсленисем пирки те. Массăллă информаци хатĕрĕсен çирĕп позици йышăнмалла – çынсене çак проблемăллă ыйтупа пĕрмаях кăсăклантармалла, унпа кĕрешме явăçтармалла, тенĕ вăл.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат та коррупциллĕ пулăмсене асăрхаттарас ĕçе пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывать. Çивĕч ыйтăва хускатакан статьясем хаçат страницисем çинче çулталăк тăршшĕпех кун çути кураççĕ.
– Чăваш ен Цифра министерстви çирĕплетнĕ план тăрăх та ăна МИХ-сем тĕллевлĕ çутатма тивĕçлĕ социаллă темăсем шутне кĕртнĕ. Çавăнпа та вулакансен ăс-кăмăлĕнче обществăна аркатакан çак киревсĕрлĕхсене хирĕçле сивлек туйăмсене çуратас ĕç нихăçан та тимлĕхрен тухмасть. Информацисене, тĕпрен илсен, район прокуратурин, Çĕмĕрлери следстви пайĕн, полицин «Вурнарский» пайĕн даннăйĕсем тăрăх хатĕрлетпĕр. Вĕсенче йĕрке хуралĕн тата ĕç тăвакан влаç органĕсем коррупцие тĕп тăвас тĕллевпе мĕнле тимленипе туллин паллаштаратпăр. Çавăн пекех çулсеренех Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун (декабрĕн 9-мĕшĕ) тĕлне, Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ информаципе пулăшнипе, анлă материал пичетленет. Унта районти должноçри çынсем тунă преступленисем çинчен те (ун пеккисем пулнă-тăк) уççăн хыпарлатпăр, – пĕлтернĕ Светлана Чикмякова тĕп редактор.
Комисси ларăвĕнче çавăн пекех Мăн Явăш, Кульцав, Кĕçĕн Кипек, Уйкас Кипек, Санарпуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку енĕпе вырăнта пурнăçлакан мероприятисемпе паллаштарнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |