Куратпăр, коронавируса пула тухса тăнă лару-тăру каллех çирĕплев мерисене вăйлатма хистерĕ. Пирĕн республика та массăллă мероприятисем ирттерме, культура, общепит учрежденийĕсене кĕме чарусем йышăнчĕ.
Вăрнар районĕнче те лăпкă мар. Хăрушă чир аллине çакланнисен шучĕ чакмасть-ха. Çакна ытларикун коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарассипе йĕркеленĕ оперативлă штаб ларăвĕнче те палăртрĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ертсе пычĕ.
Вырăнсем çук!
Сентябрь уйăхĕ районта пурăнакансем ковидпа чирленипе рекорд çапнă – ăна 240 çынăнне тупса палăртнă. Ачасем, 30–49 çултисем, ватăсем хушшинче чирлесси ÿснĕ. Юлашки эрнере кăна çула çитменнисем 26-ăн коронавируспа аптăранă. Пĕр эрнере 100 ытла çынăнне ковид тупнă.
Тухтăрсем хăйсене хĕрхенмесĕр кунне-çĕрне пĕлмесĕр çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Район тĕп больницин поликлиникин чир паллисем пур çынсене йышăнакан пÿлĕмĕ юлашки пациентчен ĕçлет.
Ковид-центр чирлисемпе ытлашшипех тулса ларнă. «Кунта паян 110 ытла çын сипленет. Вырăнсем çитменнипе больницăри мĕнпур кушеткăсене, ытти уйрăмсенчи пушă койкăсене, вăл шутра ачасенне те, кунта куçарнă», – терĕ тĕп врач Сергей Илюткин пациентсен ытларах пайĕ чире йывăррăн ирттернине палăртса.
Вăл республикăри пĕтĕмĕшле койка фончĕн 40 процентне коронавирус инфекцийĕллĕ пациентсем йышăннине палăртрĕ. «Хĕрлĕ зонăсăр» пуçне тата ытти чирпе аптăракансем те пур вĕт-ха.
Сергей Владимирович ковид-центра лекнĕ çынсенчен 95 проценчĕ прививка тутарманнине пĕлтерчĕ.
Хурлăхлă тĕслĕхсем те хăратмаççĕ...
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Андрей Тихоновăн тĕлĕнĕвне ăнланма пулать. «Мĕншĕн пĕрин явапсăрлăхĕшĕн тепĕр çыннăн пурнăçĕ татăлмалла?» Çак шухăша вăл Сергей Илюткин тĕп врач илсе кăтартнă тĕслĕхсем хыççăн уççăнах палăртрĕ.
Районта çемьесенче чир пуçĕпех вăй илнĕ фактсене çирĕплетнĕ. Пĕр ялта, акă, пĕр килте çиччĕн чирленĕ. Чи ваттишĕн вара – аслашшĕшĕн – шел те, чир пурнăçран вăйлăрах пулнă. Çемье членĕсенчен пĕри те ковидран вакцинациленмен.
Тепĕр тĕслĕх те шута хумалăх пур. Вăл та аслă ăру çынни чире пула вилнипе çыхăннă. Ватă арçын килтен те тухса çÿремен. Тăванĕсенне, аслисенне, нихăшĕнне те ковид тупса палăртман. Ертекенни пĕчĕк мăнукĕ пулнă. Вăл чире пĕр симптомсăр чăтса ирттернĕ иккен.
Шел те, çынсем тухтăрсене, официаллă информацие мар, интернетра юриех саракан суя сăмахсене ĕненеççĕ, вакцинациленессинчен пăрăнма тăрăшаççĕ. Ку çеç те мар, чылайăшĕ хÿтĕлев мерисене те пăхăнмасть. Теприсенчен халĕ те кунашкал чир пуррине хирĕçленине илтме пулать...
Ковид аллине лекнисем вара аван пĕлеççĕ: чир кĕлеткен кашни пайне сăнчăрланă тейĕн – вăй çук, пуç çурăласла ыратать, сывлама йывăр...
Кислородпа, ИВЛпа сывлакансен тăрăмне сăмахпа çырса параймăн, кунашкаллисене темиçе хут япăхрах.
Тухтăрсем ахальтен кашни кун аса илтереççĕ тетĕр-и – прививка тутарни харпăр хăйне, çывăхри çынсене хÿтĕлени пулнине?..
Прививка тунă хыççăн та чирленĕ...
Халĕ çак каларăша час-часах илтме пулать. Район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин ку енĕпе татăклăн каларĕ: чирленисем хушшинче прививка тутарнисем çав тери сахал, вакцинациленнисем вара чире те çăмăлраххăн ирттереççĕ.
Залран тĕслĕх те тупăнчĕ. Социаллă тивĕçтерÿсен центрĕн директорĕ Людмила Васильева ашшĕпе амăшĕ те прививка тутарнă хыççăн кăшт вăхăтран чирленине, больницăрах выртса сипленнине каларĕ. «Пĕртăванăн ачисем, вакцинаци тутарманскерсем, ертнĕ. Юрать, аттене те, аннене те прививка тунă, унсăрăн вĕсем чир аллинчен çăлăнса тухаймĕччĕç», – терĕ Людмила Федоровна аслă ÿсĕмрисен вакцинаци тутармаллинех палăртса.
«Вăрах чирпе аптăраççĕ, çавăнпа прививка тутармаççĕ», – терĕ пĕр ача сачĕн ертÿçи. Сергей Илюткин кунашкаллисен чир вăй ан илтĕр тесен чи малтан вакцинациленмеллине çирĕплетрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов вĕрентÿ учрежденийĕсенче тимлекенсен, ачасемпе ĕçленине кура, уйрăмăнах ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарчĕ.
«Маларах прививка тутармаллаччĕ. Нумай иккĕленмен пулсан паянхи кун атте те, анне те чĕрĕ-сывă пурăннă пулĕччĕç. Чир аллинчен çăлăнаймарĕç вĕсем. Халĕ те чĕре йĕрет – вĕсене тирпейлесе пытарнă вăхăтра йывăр чирленипе хам больницăра асаплантăм», – тенĕччĕ редакцине килнĕ пĕр хĕрарăм.
Чăн та, ковидран кашни кун çын вилет. Вăл миçе çемьене хуйхă кÿмерĕ пулĕ...
Вакцинаци
Цифрăсене илес пулсан, октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакан 6807 çын вакцинацие туллин вĕçленĕ. Пĕрремĕш компонентпа 7180 çын прививка тутарнă. 60 çултан иртнисен 40,1 проценчĕ çак утăма тунă: 2444 çын. Пĕтĕмпе вара ку ÿсĕмрисене 6794 çынна вакцинаци планне кĕртнĕ. Уйăхсем тăрăх илес пулсан, çынсем уйрăмах апрельте (1385), май уйăхĕнче (1293) тата июльте (1283) ку енĕпе хастар пулнă.
Юлашки ултă уйăхра пĕтĕмпе 9870 ПЦР-тест илнĕ. Пандеми пуçланнăранпа районта ковидпа 1532 çын чирленĕ: 636 арçын, 896 хĕрарăм.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин виçĕмкун вакцинаци кирлĕлĕхĕ пирки халăх патне «тÿрĕ линипе» тухрĕç. Хальхи вăхăтра, ковидăн тĕрлĕ штамĕсем вăй илсе пынă тапхăрта, кашниннех прививка тутарасси пирки шухăшламаллине палăртрĕç.
Специалистсем коллективлă иммунитет пулсан кăна эпир çак чире пăхăнма пăрахассине калаççĕ. Планпа районта пурăнакан 13989 çынна вакцинацилемелле. Ку вăл халăхăн 57,7 проценчĕ.
Сыхланмаллах!
Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ ваттисем. Çак каларăша паян тимлĕхрен кăлармалла мар – хÿтĕлев мерисем пирки манмалла мар.
Çын нумай çÿрекен вырăнта, лавккасенче маска тăхăнмаллах. Халăх хушшинче чир ернисем, анчах хăйсем пĕлменнисем, çавăн пекех симптомсăр чирлекенсем пулма пултараççĕ. Специалистсем ковид сийсем, алăк хăлăпписем, укçа çинче... «пурăннине» палăртаççĕ, иммунитет чакнисене хăвăртах ярса илнине калаççĕ.
Этем пурнăçĕ хаклă. Федераллă оперштаб кăтартăвĕсем, акă, кунсерен чирленĕ тĕслĕхсем 25 пинтен те иртнине кăтартаççĕ. Ковидран талăкра вилекенсен шучĕ 900-тен те каçрĕ... Çавăнпа та районти оперативлă штаб тунă йышăнусене те пăхăнмалла. Çитес эрнерен районти обществăлла апатлану, йăла, культурăпа кану, спорт учрежденийĕсене вакцинациленнине вулакан QR-кодпа, чир çуккине ĕнентерекен е чирлесе ирттернĕренпе çур çул иртменнине ĕнентерекен справкăпа кăна кĕртме тытăнаççĕ. Ку ĕçе тест режимĕпе çак эрнере ĕçлеттерсе пăхнă. Тĕрĕслев ушкăнĕсем кашни кунах рейдсене тухаççĕ.
Хăвăра упрăр! Чире хăвăра алла илме ан парăр.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |