Эрнекун пĕтĕм çĕршыври пекех пирĕн районта та пĕлтерĕшлĕ мероприяти – Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – пуçланать
Андрей ТИХОНОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
– Çыравăн тĕп тĕллевĕ – çĕршывра миçе çын пурăннине шутласси кăна мар, вĕсем мĕнле условисенче пурăннине, ăçта больницăсем, шкулсем çуккине, ăçта çулсем кирлине тата ыттине те палăртасси.
Пухнă даннăйсене социаллă тата вĕрентÿ программисем хатĕрленĕ чухне шута илĕç. Районта пурăнакансем çырава виçĕ мелпе хутшăнма пултараççĕ% октябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 8-мĕшĕччен «Госуслуги» порталта анкетăна тултарма, октябрĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 14-мĕшĕччен переписчикăн ыйтăвĕсене килте хуравлама, октябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 14-мĕшĕччен стационарлă перепись участокĕсенче, МФЦ-ра «çырăнма» май пур.
Вăтамран переписчикпе калаçма 20 минутран ытла иртмест. Çак вăхăтра хăвăр, çемье членĕсем, пурăнмалли условисем пирки каласа пама ĕлкĕретĕр. Электронлă çырав листине тата та хăвăртрах тултарма пулать.
Çырав вăхăтĕнче пухакан информаци вăрттăнлăхра юлать тата шанчăклă хÿтĕлевре. Даннăйсене халăх сăмахĕ тăрăх кăна çыраççĕ, документсем ыйтмаççĕ.
Масштаблă тĕпчеве хутшăнни – пысăк та пĕрлехи ĕçе, пуласлăха йĕркелессине тÿпе хывни! Районта пурăнакансем халăх çыравне хастар хутшăнасса шанатăп! Районшăн кашни çын пĕлтерĕшлĕ.
Ноябрь 2024 |