Кăçалхи тăхăр уйăх та сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Демографи лару-тăрăвĕ еплерех, район пурнăçĕнче мĕнле тĕп пулăмсемпе çырăнса юлнă çак тапхăр – пĕтĕмпех ЗАГС пайĕн пĕтĕмлетĕвĕсенчен куратпăр.
Мĕн çинчен калаççĕ-ха вĕсем; Тÿрех, акă, пăшăрхантаркан ÿкерчĕк куçа тăрăнать. Районта пепкесем хушăннин кăтартăвĕ çын шучĕ чакнинчен самай пĕчĕкрех. Пурнăçран уйрăлнисен хисепĕ икĕ хутран та ытларах. Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче, сăмахран, амăшĕсем 177 ачана пурнăç парнеленĕ% 77 арçын ачапа 100 хĕрача килнĕ çут тĕнчене. Цифрăсем пĕлтĕрхипе пĕрешкел тенĕ пекех – виçĕ ача çеç нумайрах. Çав вăхăтрах, шутласа пăхăр, район çыннисен шучĕ 453 çын чухлĕ чакнă. Арçынсен (235 вилнĕ) вăтам пурнăç тăсăмĕ хĕрарăмсенчен палăрмаллах кĕскерех – 62 çул çеç. Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ вара çак тапхăрта вăтамран 76 çул таран пурăнса çитнĕ.
Сентябрь уйăхĕпе илес-тĕк, ЗАГС пайĕ 56 çын пурнăçĕ татăлнине регистрациленĕ. Юлашки вăхăтра нушалантаракан амака – çĕнĕ коронавирус инфекцине – пула вилнисем те пур. 5 тĕслĕхре вилĕм сăлтавĕ çак каварлă чир тесе палăртнă. Унсăр пуçне тепĕр виççĕшĕнче те COVID-19 пулма пултарнă тесе шутлаççĕ.
Каласа хăвармалла, пĕтĕмĕшле ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем тăхăр уйăхра 855 гражданла тăрăм актне шута илнĕ. Вĕсем, паллах, тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ событисемпе çыхăннă. Çав шутра – телейлĕ мăшăрлану саманчĕпе те. Çемье çавăрас текенсем 97 мăшăр пулнă (пĕлтĕрхинчен 26 ытларах). Çулсем иртнĕ хыççăн уйрăлма тĕв тытнисен хисепĕ те пĕчĕк мар – 73 çемье арканнă.
Çак пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрта район администрацийĕн ЗАГС пайĕ юридици пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçсене те пурнăçланă. Вĕсен майĕпе патшалăх хыснине 270175 тенкĕлĕх пошлина пырса кĕнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |