Илеме илтме, туйма вĕрентет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2021, 11:23 Просмотров: 335

– Юрă-кĕвĕне чĕрепе йышăнакан çын шухăшĕсемпе таса, чунĕпе те илемлĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех çав хавхаланупа çĕкленсе пурăнать вăл. Çавăнпах çынсене те ăшăлăх, çутăлăх парнелет, – тет Вăрнарти искусствăсен шкулĕн преподавателĕ Зоя Ивановна Попова, хăй те кун-çулне музыкăпа уйрăлми çыхăнтарнăскер.

Чунри тепĕр хаклă туртăмĕ те иксĕлми унăн – хăйĕн пекех ачасене илеме туйма, илтме вĕрентес килни. Çакна халалланă та вăл пĕтĕм пурнăçне. Ахальтен-им пултаруллă педагогăн çул-йĕрне тăсаканĕсем сумлăран та сумлă «çÿллĕшсене» парăнтараççĕ, чи пысăк конкурссенче çĕнтереççĕ. Мĕншĕн тесен Зоя Ивановна вĕренекенĕсенче музыка вăрттăнлăхĕсене кăна мар, юратупа ырăлăх, çепĕçлĕх туйăмĕсене те хывать. Çутçанталăкпа, таврари çынсемпе килĕшÿре, ăнланулăхра пурăнмаллине вĕрентет.

Музыка асамлăхĕ вара пулас педагогăн чун-чĕрине ачаранах кĕрсе вырнаçнă. Çавăнпах професси суйлавĕ те йывăр пулман. Ĕмĕтне пурнăçласа вăл Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «хор дирижированийĕ» специальноçе алла илнĕ. Çавăнтан, 1980 çултан, пуçланнă та унăн профессири ÿсĕмлĕ çул-йĕрĕ. 40 çул ытла ĕнтĕ Зоя Ивановна Вăрнарти искусствăсен шкулĕнче ачасене юрă-кĕвĕн пуян тĕнчине илĕртет, вĕсен таланчĕсене аталантарма пулăшать. Çав шутра 25 çул ытла хор уйрăмне ăнăçлă ертсе пырать. Пурнăçпа тан пыракан учитель кăна вĕренекенĕсене çĕннине, чăннипех кирлине пама пултарни тĕп вырăнта уншăн. Хăйĕн професси пĕлĕвне те çавăнпах пĕрмаях вĕрентÿпе ÿстерет. Аслă шкул та пĕтернĕ – «музыка учителĕ» квалификацине илнĕ.

Ăсталăхăн çÿллĕ шайне конкурс-фестивальсенчи çитĕнĕвĕсем аван кăтартаççĕ. Зоя Ивановна вĕсенче яланах хастарлăхпа палăрать, чылайăшĕн призерĕпе лауреачĕ. «Кантилена» ансамбль йышĕпе, сăмахран, «Сурские узоры» конкурсăн, Пĕтĕм Раççейри «На Волжских просторах» фестивалĕн I степеньлĕ лауреачĕ пулса тăнă. Унсăр пуçне профессилле педагогика ăсталăхĕн «Престиж» тата учительсен хорĕсен республикăри конкурсĕн тĕрлĕ çулсенчи лауреачĕ те. Юлашки конкурсĕнче, сăмах май, 2018 çулта хăй те жюри йышне кĕнĕ, ăна учительсен хорĕсем хушшинче чи лайăххине палăртма шаннă.

Ĕçе чунтан парăннăшăн тивĕçнĕ наградисем профессире малалла аталанма вăй-хăват параççĕ. Вĕсем% район администрацийĕн, Чăваш наци конгресĕн тата Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн Хисеп грамотисем, Чăваш ен Культура министерствин Тавĕ. Нумаях пулмасть Зоя Ивановнан пултарулăхĕ çĕршыв çÿллĕшĕнчи пысăк хаклава тивĕçнĕ – ăна Раççей Федерацийĕн культура министрĕн Тавĕпе наградăланă.

Кирек мĕнле вĕрентекенĕн чи хаклă мухтавĕ – çитĕнĕвĕсемпе çунатлантаракан вĕренекенĕсем. Зоя Ивановна Попован ку енĕпе те мăнаçланмалăх пур% вăл хатĕрлекен ачасемпе хор коллективĕсем – чи сумлă конкурс-фестивальсен çĕнтерÿçисем. Валерия Григорьева, ак, тĕрлĕ çулсенче Пĕтĕм Раççейри «Шуçăм», «Хамăрьял юррисем», «Песни Родины», регионсем хушшинчи «Звонкие голоса» фестивальсен тĕрлĕ шайри лауреачĕсен ятне илнĕ. Кирилл Панзин 2019 çулта «День Победы» регионсем хушшинчи конкурсра I степеньлĕ лауреат пулса тăнă, Зарина Зарипова «Ступеньки к мастерству» пултарулăх тупăшăвĕнче Гран-прине тивĕçнĕ. Зоя Попова ертсе пыракан «Мечта» ансамблĕн, «Виктория» ача-пăча хорĕн çĕнтерĕвĕсем те çулсерен хушăнса кăна пыраççĕ.

Выпускникĕсем çав тери маттур. Т.Демешева, А.Ерлыгина, И.Стешко, К.Филиппова тата ыттисем вĕрентекенĕн ятне çÿллĕрен те çÿллĕ çĕклеççĕ. Вĕсем вăтам тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ, концерт ĕçĕ-хĕлĕпе ăнăçлă тимлеççĕ, хăйсен профессийĕсенче – чăн-чăн ăстаçăсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика