Октябрĕн 11-мĕшĕнченсоциаллă-культура сферин тата обществăлла апат-лану объекчĕсене çÿрессипе хушма чарусем кĕнĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе çак кунтан ку организацисене виçĕ документран – QR-код, вакцинациленнине ĕнентерекен сертификат е чирлесе ирттернĕренпе ултă уйăх çитменнине ĕнентерекен справка – пĕри пулсан çеç кĕртеççĕ.
Указпа килĕшÿллĕн, граждансене ковид тĕлĕшпе иммунитет пуррине тĕрĕслесе кĕртекен организацисен шутĕнче çаксем:
кинотеатрсем (кинозалсем), театрсем, театрпа концерт учрежденийĕсем тата çакăн евĕр организацисем;
СПА-салонсем, массаж салонĕсем, солярисем;
мунчасем, саунăсем тата кунашкал тивĕçтерÿ паракан ытти объектсем;
бассейнсем, фитнес-центрсем, физкультурăпа спортăн ытти объекчĕсем;
ресторансем, кафесем, столовăйсем, буфетсем, барсем, закусочнăйсем тата обществăлла апатланăвăн ытти предприятийĕсем.
Олег Николаев çак мерăсене мероприятисене чарас тĕллевпе мар, вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме йышăннине палăртнă. Вĕсем вирус ерессине тата малашне те чарма çук сарăлассине чакарма тивĕç.