Чăваш Республикин Следстви управленийĕн информацийĕ тăрăх, хамăр районта çул-йĕр автоинспекторне тапăннăшăн 34-ри арçынна айăпланă.
Ÿсĕрле паттăрланнă мар-и – влаç представительне хирĕç вăйпа усă курма тăнă çакскер. Хăйĕн пекех эрехпе сĕмленнĕ пĕлĕшĕн, водителĕн, хÿттине кĕме хăтланнă-мĕн. Çакă уншăн, паллă ĕнтĕ, суд тенкелĕпе вĕçленнĕ. Суд следстви пухнă материалсемпе килĕшнĕ. Арçынна условнăй айăплав çирĕплетнĕ, вăхăчĕ – 2 çул та 5 уйăх. Унсăр пуçне, тĕрĕслев тапхăрĕн чарăвĕсене те 3 çул пăхăнмалла. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.
Çÿлерех асăннă преступлени вара кăçалхи июлĕн 19-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Çав кун «Вурнарский» пайăн ГИБДД ĕçченĕ çул-йĕр асăрхавĕпе Вăрнар поселокĕнче службăра тăнă. Кăнтăрла тĕлнелле аслă инспектор ВАЗ-2112 автомашина пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе пынине асăрхать, ăна чарма шутлать. Служба машинин мигалкине, асăрхаттару сигналне çутса хайхи автомашина хыççăн йĕрленĕ вăл, çав вăхăтрах сасă хатĕрĕпе усă курса водителе чарăнма ыйтнă. Анчах лешĕ хушăва пăхăнма шутламан та, çаплипех хăваланă.
Таракан машина тăрук пĕр картишĕнче чарăннă, водитель вырăнĕнчен вара ÿсĕр арçын чупса тухнă. ГИБДД сотрудникĕ инçех кайма паман ăна% тытса чарнă та служба машинине лартма пуçланă. Анчах ÿсĕр водительпе пĕрле пынă пассажирăн урăх шут пулнă иккен. Вăл пĕлĕшне «кÿрентерме» парас темен. Полицейские икĕ хутчен кăкăртан тĕкнĕ, çакăн хыççăн ун мăйне алăпа çавăрса илсе, хĕссе хăйĕн юлташĕнчен уйăрма тăрăшнă. Апла пулин те йĕркене пăсакансен киревсĕр ĕçĕсене чарма май килнĕ.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |