Халĕ, цифра трансформацийĕн ĕмĕрĕнче, граждансем çинчен тĕп сведенисем влаç органĕсен информаци тытăмĕнче пухăнса пыраççĕ. Ыйтнă тăрăх вĕсемпе тĕрлĕрен ведомствăсене тивĕçтереççĕ. Çавăнпа та паспортра мăшăрлану тата ачасем çинчен обязательнăй майпа паллăсем лартас кирлĕлĕх çухалчĕ. Унсăр пуçне, тепĕр чухне документсем çухалма та пултараççĕ, сăмахран, пушарсем вăхăтĕнче е ытти инкеклĕ лару-тăрура. Е тата хăш документсене (сăмахран, ача çурални çинчен ĕнентерекен ют çĕршыв свидетельствине) хальлĕхе вырăс чĕлхине куçарман.
Çак сăлтавсене кура, Раççей саккунĕсем халĕ паспорта паллăсем çыртарас тĕлĕшпе граждансене хăйсене йышăну тума право параççĕ. Кунта çак паллăсем кĕреççĕ% мăшăрланни е уйрăлни, ачасем (Раççейĕн 14 çула çитмен гражданĕсем), унччен панă Раççей тата ют çĕршыв паспорчĕсем çинчен тата юн ушкăнĕпе (резус-фактор) ИНН пирки.
Сведенисене кĕрттерес тесен, çĕнĕ паспорт хатĕрлесе пама е улăштарма документсене МФЦ-на е миграци уйрăмне тăратнă чухне ятарласа заявлени çырмалла. Енчен те кунашкал заявлени пулмасан, гражданинăн паспортĕнче обязательнăй паллăсене (пурăнакан вырăнти регистраци тата çар тивĕçĕ çинчен) кăна кăтартĕç. Каласа хăвармалла, уйрăлни, юн ушкăнĕ тата ИНН пирки палăртнисене полномочиллĕ органсем çеç лартма пултараççĕ.
Унсăр пуçне, административлă ĕçе ансатлатас тесе, 14, 20, 45 çул тултарнисен паспорт илме е улăштарма заявлени памалли вăхăта, документсем вăйра шутланакан тапхăра 90 кун таран ÿстернĕ.
Полицин «Вурнарский» пайĕн миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăмĕ.
Ноябрь 2024 |