Ассортимент пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:28 Просмотров: 360

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ кăларакан продукцин мĕнпур калăпăшĕн 15 проценчĕ – пĕчĕк фасовкăллă препаратсем. Вĕсем уйрăм хушма хуçалăхсенче, дача тата сад участокĕсенче усă курма меллĕ.

Продукцин тĕп пайĕ вара ял хуçалăх предприятийĕсемпе агрохолдингсене ăсанать. Çавăнпа та вĕсене пысăк тарăсене виçсе тултараççĕ% 10 л таран кĕрекен канистрăсене, хутаçсене, банкăсене. Кăçалхи 8 уйăхра, сăмахран, завод пестицидсене пысăк фасовкăпа 9,7 пин тонна енне туса кăларнă, пĕчĕк тарăсенчи препаратсене – 1,8 пин тонна майлă. Палăртмалла, 2015–2020 çулсенче пахчаçăсем валли хатĕрленисен калăпăшĕ 71 процент ÿснĕ.

Уйрăм хушма хуçалăхсемпе дача-сад участокĕсенче усă курмалли продукци ассортименчĕ паян кирек кама та тивĕçтерме пултарать. Вăл шутра – çумкурăкпа, ÿсентăран чирĕсемпе тата хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли 68 препарат. «Август» компани биопрепаратсем кăларассине те пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсен тĕсĕсем çулсерен анлăланса пыраççĕ. Октябрьте, акă, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе, çав шутра ÿсентăран сăвăсĕсемпе те, кĕрешекен тепĕр çĕнĕ биопрепарат производствине ĕçе кĕртесшĕн.

Дача хуçисемпе пахчаçăсем валли препаратсем хатĕрлесе фасовкăлассипе заводра уйрăм цех ĕçлет. Унта производствăпа фасовкăн 13 линине вырнаçтарнă, хăватлăхĕ – çулталăкра 3,5 пин тонна таран. Цехра унсăр пуçне сад кăткисене, каюрасене тата ытти сăтăрçăсене пĕтерекен гранулăллă препаратсене кăларассине те йĕркелесе янă. Продукцие тултаракан савăтсем те, тĕпрен илсен, заводăн харпăр хăйĕнех – ятарлă цехра пысăк канистрăсемпе пĕрлех 15, 50, 100 мл виçеллĕ флаконсене те ăсталаççĕ.

Цехри оборудовани пĕрмаях çĕнелсе пырать. Микрогранулăллă препаратсене фасовкăлакан автомат туяннă. 250, 500 мл тата 1 л кĕрекен савăтсене ярса тухмалли карусель евĕр автомата вырнаçтарасшăн. Оборудовани хамăр çĕршыврах туяннăскер, хакĕ – 8 млн тенкĕ ытла.

Уйрăм хушма хуçалăх препарачĕсен цехĕнче 92 çын тăрăшать. Вĕсен умне лартнă тĕллевсем пысăк% коллектив эрнере 6 кун 3-шер сменăпа пĕр чарăнмасăр вăй хурать.

Тавар ăсатнинчен куратпăр% пахчаçăсемпе дача хуçисем çумкурăка, фитофтороза, колорадо нăррине, купăста лĕпĕшне, ытти сăтăрçăсене тĕп тăвакан препаратсене тата удобренисене ытларах ыйтаççĕ.

Ку ушкăнри продукцие кăларассине завод малашлăхлă тесе шутлать: «Август» компанин инвестици планне тепĕр çакăн пек цех строительствине кĕртнĕ.

Людмила ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика