Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2021, 10:28 Просмотров: 661

Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿпе савăнтараççĕ.

Çакă вĕсен анлă талантне, вĕрентекенĕсен тăрăшуллă ĕçне кăтартать. Хальхинче мухтанма хистекен хыпар Раççей шайĕнчен çитнĕ. Çĕнтерÿпе «Парксен маршĕ» акцире палăрнă.

Чи çÿллĕ хаклава тивĕçнĕ ĕçĕн авторĕ – Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ Яна Уткина. Кунта вăл педагогсем пулăшнипе ÿнер ăсталăхне туптать. Конкурсра та хĕрача шăпах хăйĕн ÿкерчĕкĕпе тĕлĕнтерсе мала тухма пултарнă. «Мир заповедной природы» конкурсăн кĕçĕн ÿсĕмрисен (7–9 çултисен) ушкăнĕнче унăн пĕрремĕш вырăн. Пултаруллă хĕрачан картини конкурс темине аван уçса парать: шыв-шурпа шурлăхлă вырăнсен çутçанталăкне тата пурнăçне илемлĕ сăнлать. «Сăрă чарлан çемйинче йыш хушăнни» ятлă вăл. /керес хăнăхусене якатма, конкурссене хатĕрленме Янăна Людмила Порфирьева педагог хавхалантарса пулăшса пырать.

Çамрăк художниксен 14 ĕçне Раççейри конкурса «Присурский» заповедник ярса панă. Пурте – конкурсăн республикăри тапхăрĕн çĕнтерÿçисем. Вĕсенчен тепĕр ÿкерчĕк те палăрнă – Шăмăршă районĕнчи Марина Кувайскаян. Вăл аслă ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика