Чăваш енре алкогольпе наркăмăшланнă кашни саккăрмĕш тĕслĕх ачасемпе çамрăксене тивет.
Çакнашкал пăшăрхантаракан пĕтĕмлетÿ тăвать Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ 9 уйăхри кăтартусене тишкернĕ май. Пĕтĕмпе вара ку тапхăрта алкогольлĕ шĕвексен сиенĕнчен шар курнă 497 тĕслĕх пулнă-мĕн. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ – 32,6 процент нумайрах. Ытларах арçынсем хаяр шĕвексемпе наркăмăшланаççĕ. Мĕнпур хисепрен вĕсем – 73,2 процент.
Шел те, спиртлă продукцие ĕçсе аптранисем хушшинче ачасемпе çамрăксем те пур. Кунашкал тĕслĕхсем пĕрре те, иккĕ те мар – ăнсăртран çырăннă тееймĕн. Çакă паян чăннипех çивĕч ыйту. 14 çул тултарман ачасем наркăмăшланнине, сăмахран, 27 шута илнĕ. Япăххисен списокне пирĕн район та лекнĕ. Роспотребнадзор даннăйĕсем тăрăх, пĕр ача алкоголе пула сывлăхне сиен кÿнĕ.
15–17-рисен ушкăнĕнче те пĕтĕмпе 32 çамрăк наркăмăшланнă, телее, хамăр районта ун пеккисене шута илни пулман.
Алкоголь – ырă пулăм мар. Унпа çывăх туслашни чи хăрушши патне те çитерме пултарать. Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче тата Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче, акă, унпа наркăмăшланнă кашни тĕслĕхех вилĕмпе вĕçленнĕ. Чăн та, кашнине шухăша яма кирлĕ хурлăхлă кăтарту.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |