Раççей Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав сотрудникĕсем Чăваш Республикинчи ĕçтешĕсемпе пĕрле мушенниксен пысăк ушкăнне ярса илме пултарнă. Çакскерсем, тĕпрен илсен, пенсионерсене улталаса укçисене çаратассипе хăтланнă.
Ытларах чухне шулĕксем ватăсемпе телефонпа çыхăннă, вĕсене унччен туяннă пахалăхсăр БАД-семшĕн, эмелсемшĕн е медицина приборĕсемшĕн укçан компенсацие тивĕçнĕ тесе савăнтарнă. Хăйсем вара пĕр-пĕр патшалăх организацийĕсен сотрудникĕсем имĕш. Анчах саплаштару тÿрех куçмасть-мĕн: малтан «комисси, налук, банк тивĕçтерĕвĕсемшĕн тÿлесе хумалла». Укçана тавăрас ĕмĕт куçа хупланă тейĕн – аферистсем хушнине пĕтĕмпех тунă пенсионерсем.
Йĕрке хуралçисем пухнă информаци тăрăх, ушкăн 2019 çултанпа «ĕçлет». Унта хутшăннисен кашнин хăйĕн «ролĕ» пулнă. Вĕсем ултав схемине тĕплĕ шутласа кăларнă, питĕ вăрттăн ĕçленĕ, çынсен ăс-тăнне анратма тĕрлĕрен мелсемпе усă курнă. Следстви версийĕ тăрăх, хăйсен серепине çакланнисене шулĕксем 3 млн ытла тенкĕлĕх çаратнă.
Чăваш ен Ш,М-ĕн Шупашкар хулинчи управленийĕн следователĕсем ку преступленисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Каласа хăвармалла, Росгварди сотрудникĕсем пулăшнипе полицейскисем Мускав хулинче тата облаçĕнче ку ĕçпе икĕ арçынпа тăватă хĕрарăма тытса чарнă. Вĕсенне укçасăр пуçне мобильлĕ телефонсем, сим-карттăсем тата банк картттисем чылай туртса илнĕ. Çаксем пĕтĕмпех ултавçăсен айăпне çирĕплетме пулăшĕç.
Хальхи вăхăтра ушкăнра пулма пултарнă ытти çынсене, вĕсен мĕнпур преступленийĕсене палăртассипе оперативлă шырав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
Ирина ВОЛК,
Раççей ШĔМ-ĕн официаллă представителĕ.
Ноябрь 2024 |