Раççейре халĕ кĕрхи призыв тапхăрĕ. Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариатĕнче те çамрăксене хĕсмете илессипе çыхăннă мероприятисем иртеççĕ.
Октябрĕн 1–7-мĕшĕсенче тата 11–14-мĕшĕсенче икĕ районта та 1994–2003 çулсенче çуралнисен планпа пăхнă медицина тĕрĕслевне йĕркеленĕ, призыв комиссийĕсен ларăвĕсем пулнă. Çавна май кама çара илесси е отсрочка парасси пирки йышăнусем тунă. Темиçе гражданин тĕлĕшпе вĕсем саккунлă сăлтавсăрах çар службине тухман тесе палăртнă. Çар билечĕ вырăнне вĕсем 1ŸУ формăллă справка илеççĕ.
Призыв комиссийĕсем çамрăксене çар службине ярассипе çыхăннă йышăнусене медицина кăтартăвĕсене кура çирĕплетнĕ. Каччăсен хăйсен кăмăлне – çарăн хăш тĕсĕсенче службăра тăрас килнине – те шута илнĕ. Нумайăшĕ, сăмахран, танкистсем, ракетчиксем пуласшăн, теприсем – Сывлăш-десант çарĕсене службăна кĕресшĕн. Йышăнусем хыççăн Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен 40 енне призывникĕ повесткăсене алла илнĕ, Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретне тăрасса кĕтеççĕ.
Çар комиссариатĕнче кĕрхи призыва хатĕрленессине туллин пурнăçланă. Барьер тĕрĕслевĕн постне туса хунă, пÿлĕмсене дезинфекцилессине йĕркеленĕ. Призывниксем пĕр-пĕрин хушшинче социаллă дистанцие пăхăнаççĕ. Комиссариата кĕнĕ çĕрте вĕсенне ÿт температурине тĕрĕслеççĕ, аллисене антисептикпа сиенсĕрлетеççĕ, маскăсемпе тата бахилсемпе тивĕçтереççĕ.
Призывниксене ăсатасси чылай çын пухăнмасăр, пандеми условийĕсене уяса иртĕ. Çамрăксене чир ертме пултаракан лару-тăрусем пулмалла мар. Вĕсене республикăри пухăну пунктĕнче коронавирус çуккине палăртма тепĕр хутчен тест партарĕç. Призывниксене турттаракан транспорта вара санитари тĕлĕшĕнчен тĕплĕ сиенсĕрлетĕç.
Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕ çитес çул Раççей Оборона министерствин вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕме заявленисем йышăнма тытăннă. Вĕренме ЕГЭ кăтартăвĕсем тăрăх илеççĕ. Кандидатăн сывлăх, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен, ытти енĕпе çар службине юрăхлă пулмалла. Кăсăклантаракан ыйтусемпе комиссариата 8(83538)2-12-74 телефонпа шăнкăравламалла.
В.АНДРЕЕВ,
Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ.
Ноябрь 2024 |