Çĕнĕ пуçарусене вăйлатса пырăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:02 Просмотров: 432

Пĕччен пурăнакан сусăр ватă çынсене вăхăтра пулăшу парас, ăнсăртран сиксе тухнă инкексене сирсе ярас тĕлĕшпе Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи волонтерсен тÿпи пысăк. Ял старости Иван Александрович Федоров пенсионерсене çийĕнчех пулăшу аллине тăсма хатĕр. Мана, ĕç ветеранне, пахча тавралла карта тытса пачĕ. Тав уншăн ăна, сăвап пултăр.

Волонтерсен ырă ĕçĕсене татах та асăнса хăварма пулать. Александр Шариков вуншар çын пахчисене хăйĕн техникипе сухаласа пулăшать. Александр Фоминпа Петр Самарин та ветерансен тав сăмахĕсене тивĕç. Вĕсем выльăх апачĕ хатĕрлесе çĕршер рулон тума пулăшаççĕ.

Явăш тăрăхĕнчи волонтерсем, çĕнĕ çулта çĕнĕ пуçарусене вăйлатма, ырă юхăмсене ытларах сарма тăрăшăр, ватă çынсене ан пăрахăр. Пире, пенсионерсене, кăштах хавхалантаракан, кулленхи пурнăçра алă парса сывлăх сунсан тем пекех тав тунă пулăттăмăр.

В.МОСКВИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика