Коронавирус çаплипех чи çивĕч ыйтусен шутĕнче. Каварлă чир вăйне чакарма шутламасть те, кунран кун нумайрах çынна аптратать.
Çавăнпах ĕнтĕ паян пуринчен ытла медицина ĕçченĕсем çине чи пĕлтерĕшлĕ те йывăр тивĕç тиенет. Çак амакпа кĕрешессинче вĕсем вăрçăри пекех умри ретре тесен те юрать. Вĕсен профессионализмне, хăйсене шеллемесĕр тăрăшнине пулах йывăр чирлисем те çĕнĕ вируса çĕнтерсе ура çине тăма пултараççĕ.
Анчах тухтăрсене хăйсене те çак çăмăл мар тапхăрта хавхалантарни, ăшă сăмахпа е ĕçпе вăй-хăват хушни кирлĕ. Çак тĕллевпе пурнăçланать те ĕнтĕ çĕршывĕпех вăй илнĕ «#Спасибо Врачам» акци те. Унта хутшăнса, акă, юнкун Вăрнарти тĕп больница ĕçченĕсем патĕнче Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев пулнă. Вăл ковид-центрта тимлекенсене, хăйсем те пĕрремĕшле хăрушлăхра пулнине пăхмасăрах чирлисене сиплессишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнăшăн тав туса хавхалантарас тенĕ. Медперсонала депутат чей валли апат-çимĕç пуххисене парнеленĕ.
– Кăткăс вăхăтра пирĕн пĕрле пулмалла. Çапла кăна мĕнпур йывăрлăха, çав шутра ку усал чире те, çĕнтерме хевте çитерĕпĕр. Тухтăрсене вара эпир кашниех май килнĕ таран пулăшма тивĕçлĕ, – тенĕ депутат.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |