Çĕнĕ хваттерти савăнăç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:03 Просмотров: 443

Çĕнĕ, аслă, çутă хваттерте Натальăпа Александр Павловсем çулталăк ытла пурăнаççĕ ĕнтĕ. Икĕ ача – ывăлпа хĕр çитĕнет вĕсен. Çĕнĕ кĕтесе вĕсем патшалăхăн «Граждансене авариллĕ çуртран куçарасси» программипе тивĕçнĕ.

Тĕрĕссипе, хăйсем ку программăна кĕме пултарнине малтанах пĕлмен те вĕсем. Ырă хыпара илтсенех çунатланнă – плансем тунă. «Чунтанах савăнатпăр. Пĕтĕм условисем пур. Хамăртан пĕр пус хывмасăр çĕнĕ хваттере кĕтĕмĕр вĕт», – теççĕ Павловсем.

Ларисăпа Сергей Николаевсем те ку çуртра кĕтеслĕ пулнă. Унчченхи кивĕ, çĕрĕшнĕ, условисем çук пĕчĕк пÿлĕмĕ вырăнне хăтлă хваттер лекнĕшĕн вĕсем те хытах хĕпĕртенĕ. Лаптăкĕпе пысăках мар пулин те пĕтĕм условисем шалта.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту «кирек хăш çĕршывшăн та, уйрăмах – пирĕншĕн» пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çак проблема 2012 çулхи май уйăхĕнчи указсен шутне те кĕчĕ. Федераллă программăсене пула çĕршывра пурăнакан чылай çын пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ. Анчах та авариллĕ çурт-йĕртен куçарасси уйрăмах анлă тĕллев пулчĕ.

Çĕрĕшнĕ çурт-йĕр фончĕ пĕчĕк мар. Ку ыйтăва Президент ахальтен тимлĕхе илмерĕ ĕнтĕ. Ăна татасси – пĕр çулхи ĕç мар. Çитменнине, авариллĕ тăрăма çитнĕ çуртсем хушăнсах пыраççĕ. Çапах та 2012 çулччен пурăнма май çук тесе йышăннă çуртсен шăпи татăлчĕ ĕнтĕ.

Чăваш енре 2013 – 2017 çулсенче асăннă программăпа хăтлă хваттере 12 пин ытла çын куçнă. 4776 çемье унччен 841 çĕрĕшнĕ çуртра пурăннă. Вĕсем валли нумай хваттерлĕ 250 ытла çурт çĕкленĕ.

Вăрнар районĕнче ку программăн виçĕ тапхăрĕпе 111 çемье çĕнĕ хваттерсене куçнă. Вĕсем унччен çĕрĕшнĕ 36 çуртра пурăннă. Тĕллевлĕ программăна пурнăçлама 90 млн та 195 пин тенкĕ ытла тăкакланă. 2013–2016 çулсенче авариллĕ çурт-йĕртен куçарма Тракторнăй тата Зеленăй тăкăрлăксенче ятарласа нумай хваттерлĕ виçĕ çурт çĕкленĕ. Çавăн пекех программăна кĕнĕ виçĕ çемьене Севернăй тăкăрлăкри 6-мĕш çуртра хваттерсемпе тивĕçтернĕ.

Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çул хыççăн тата нумай хваттерлĕ çичĕ çурта пурăнма юрăхсăррисен шутне кĕртнĕ. Чăваш енре ку цифра 190-па танлашать. Çавăнпа та Раççей Президенчĕ çак ĕçе малалла тăсма хушнă.

Юлашки пилĕк çулта Чăваш енре 4,6 млн тăваткал метр çурт çĕкленĕ. Ку вăл 65 пин хваттер. Тĕрлĕ программăпа уйрăм категорири нумай çын пурăнмалли условисене лайăхлатнă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2162 ветеранне, 3425 çамрăк çемьене, 1351 тăлăх ачана хăтлă кĕтессемпе тивĕçтернĕ. Федерацин амăшĕн капиталĕпе усă курса – 37525 çемье, республикăри амăшĕн капиталĕпе – 4000 ытла çемье. 

Чăваш енре уйрăм категорири граждансен ипотека ставкисене субсиделесси йăлана кĕнĕ. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе вара икĕ е ытларах ачаллă çемьесем халĕ кредитăн 6 ытла процентне субсидилессине шанма пултараççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика