Старт иличчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:05 Просмотров: 492

Пĕтĕм Раççейри массăллă йĕлтĕр чупăвĕ кăçал февралĕн 10-мĕшĕнче старт илет. Вăхăт нумай юлмарĕ, çавăнпа та ăна тивĕçлĕ хатĕрленсе ирттерессипе ыйтусем пур-ха.

– «Раççей йĕлтĕр йĕрне» хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çавăнпа та старта тухакансем валли те, куракансем валли те условисем пулмалла, вĕсен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтермелле, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев оргкомитет ларăвĕнче.

Унта хутшăннисем чупу трассине хатĕрлес, ăмăрту площадкине илемлетес, транспорта вырнаçтарас, çулсене анлăлатса тасатас, врачсемпе полици ĕçченĕсене явăçтарас тата ытти нумай ыйтăва çĕклерĕç, ытти çулсенчи çитменлĕхсене шута илчĕç.

,ç, паллах, пÿлĕмри ларупа вĕçленмест. Оргкомитет членĕсем ăмăрту вырăнне тухса хатĕрленÿлĕх шайне тĕплĕн тĕрĕслĕç.

Массăллă чупăва хутшăнакансен пысăк пайĕ – шкул ачисем. Леонид Николаев аслăрах ÿсĕмри ĕçлекен çынсене ытларах явăçтарма, предприяти-организацисене чĕнÿсем яма сĕнчĕ.

Йĕлтĕрçĕсен ÿсĕмне кура 12 чупăм пулĕ. Старта тухакансен 1 тата 2 км чупма тивĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» районти культура çурчĕ çумĕнчи паркра пулать. 11 сехетре пуçланать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика