Вырăсла вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенчи 1-мĕш классем валли «Литература вулавĕ» пичетленчĕ. Ачасем тĕрлĕ хайлавпа чăвашла паллашĕç. Унсăр пуçне литературăри ăнлавсене ăша хывĕç: кам вăл автор, мĕн вăл псевдоним, тема, калав тата ытти те. Вĕсене вырăсла ăнлантарнă.
5-мĕш, 6-мĕш тата 7-мĕш классем валли «Чăваш литератури» вĕренÿпе вулав кĕнекисем кун çути курчĕç. «Кĕнекере пурĕ çичĕ тема панă. Кашниех ваттисен сăмахĕнчен пуçланать. Вăл вĕренмелли тема шухăшне пĕтĕмлетсе тăрать», – палăртнă 5-мĕш класс валли кăларнин умсăмахĕнче. Кашни автор пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн чăвашла ăнланма йывăр сăмахсен куçарăвне панă. Унсăр пуçне литература терминĕсене вырăсла тата чăвашла ăнлантарнă. Темăпа паллашнă хыççăн ачасен тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла.
7-мĕшсен «Чăваш литературине» А.А. Ядрицовăпа И.В. Ядранская хатĕрленĕ. Малтанхи çулсенче вĕреннине вĕсем малалла тăсĕç, литература ăнлавĕсем те кăткăсланĕç: аллегори, архаизм, идеал, лирика геройĕ тата ытти те.
Тăван чăваш чĕлхипе пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенчи 10-мĕш классем валли А.Ф. Мышкина «Тăван литература» пичетлерĕ. Ку кăларăмра вĕренÿ тата вулав кĕнекисене пĕрлештернĕ.
Унта пĕлĕве тарăнлатма, тавракурăма аталантарма пулăшакан тĕрлĕ ĕçсене кĕртнĕ, вăл Уралпа Атăл тăрăхĕнчи халăхсен ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи литературипе те паллаштарать.
Унсăр пуçне «Чăваш азбукин», «Чăваш букварĕн» ĕç тетрачĕсем кун çути курнă.
Ольга ФЕДОРОВА.
Ноябрь 2024 |