Чăвашăн сумлă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çу-ралнăранпа 122 çул çит-рĕ. Мĕнпур халăхшăн хаклă кун кăçал та чыс-лăн, пысăк уявпа иртрĕ.
Вăл Шупашкарта поэтăн палăкĕ умне чечексем хунипе уçăлнă, çакăн хыççăн унăн çуралнă ялĕнче тăсăлнă. Çеçпĕл ял администрацийĕн пуçлăхĕ Я.Сергеев тăрăшнипе уява паллă тума тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тĕп хуламăртан чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, ЧНК ертÿçи В.Клементьев, Э.Бахмистров, Ю.А.Дмитриева профессор тата ыттисем килсе çитнĕ. Вăрнар районĕнчен мероприятие обществăлла организацисен ертÿçисем Елена Голубцова, Андрей Николаев, Николай Васильев, Владимир Павлов тата Николай Федоров хутшăнчĕç.
Хăнасене вырăнти юрăпа ташă ушкăнĕ хапăл туса, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Вĕсем библиотекăра, музейра пулчĕç, Çеçпĕл палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Шкул ачисем поэтăмăрăн вилĕмсĕр сăввисене янратрĕç. Пирĕн ентеш Владимир Павлов та хăй çырнă сăввисене вуларĕ.
Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕ Шăхасан салипе те нумай çыхăннă. Вăл унта вĕреннĕ, çыруçăра ĕçленĕ, малтанхи сăввисене те ку шкулта пĕлÿ пухнă вăхăтра шăрçаланă. Уява пухăннисем Шăхасан салине те çитсе курчĕç. Кунта поселени пуçлăхĕ В.Руссков тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ хăнасене. Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ шкулта йĕркеленĕ музей çав тери пуян та хăтлă пулнине курса тĕлĕнтĕмĕр. Вăл паллă ентешĕн кун-çулне туллин çутатса парать. Шкул ачисем, вĕрентекенсем кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн сăввисене вулани пурин кăмăлне те хускатрĕ. Валерий Туркай хăватлă сăмахсем каласа пурне те тав турĕ, чаплă сăввисене хĕрÿллĕн вуларĕ, шкул ачисене кĕнекесем парнелесе хавхалантарчĕ. Çавăн пекех вăл Çеçпĕл Мишши ячĕпе тĕрлĕ хуласенчен, кÿршĕ республикăсенчен, ытти çĕршывсенчен килнĕ саламлă çырусемпе паллаштарчĕ. Палăртас килет, тĕлĕнсе каймалла сумлă уявра пулма тÿр килчĕ пире. Вăл Çеçпĕл Мишшин ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх чĕринче пулнине тепĕр хут ĕнентерсе кăтартса пачĕ.
Н.ВАСИЛЬЕВ.
Ноябрь 2024 |