Пуçлăх вырăнĕпе усă курса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.11.2021, 09:50 Просмотров: 304

Районта каллех коррупцилле ĕç калаçтарать. Суд тенкелĕ çине влаç тытăмĕнче ĕçленĕ çын лекнĕ – Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулнăскер. Ăна должность полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курнă (4 тĕслĕх) тата взятка илнĕ тесе айăпланă.

Халĕ уголовлă ĕçĕн тишкерĕвĕнче «пăнчă» лартнă ĕнтĕ. Суд йышăнăвĕ паллă: айăплав условлă майпа иртĕ, вăхăчĕ – 5 çул та 5 уйăх. Хушма чарусем те пур: 3,5 çул тĕрĕслев тапхăрне пăхăнмалла, уйрăм должноçсене 3 çул йышăнма юрамасть. Самаях тăкакланма та тивĕ: взяткăран 10 хут пысăкрах виçепе штраф тÿлемелле. Приговор хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.

Мĕнле айăпа кĕнĕ-ха пĕтĕм ял поселенишĕн яваплă пулнă арçын; Следстви тата суд палăртнă тăрăх, вăл çĕр пайĕсемпе çыхăннă саккунсăр ĕçсем тунă иккен. Вĕсене республикăри Следстви управленийĕпе Ш,М-ĕн экономика хăрушсăрлăхĕн сотрудникĕсем тимленипе тăрă шыв çине кăларнă.

– 2015 çулхи ноябрьтен тытăнса 2018 çулхи февральччен, акă, пуçлăх должноçĕнче ларнă арçын Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн 30 членĕ ячĕпе суя доверенноçсем çырнă. Документсене тĕрĕс мар даннăйсем кĕртнĕ: çак граждансем ертÿçĕне куçман пурлăх прависене регистрацилессипе çыхăннă ыйтусемпе хăйсен интересĕсемпе çÿреме ирĕк параççĕ имĕш. Çакăн хыççăн чиновник вĕсен ячĕпе çĕр пайĕсен харпăрлăх прависене пăрахăçласси çинчен заявленисем те çырнă. Участоксен кашнин хакĕ – 30000 тенкĕ ытла. Ку çĕрсем çине харпăрлăх правине вара Мăн Явăш поселенийĕ çине регистрациленĕ. Вăл пулăшнипех ĕнтĕ çак çĕрсен пайĕ тăванĕн аллине арендăна лекнĕ.

Тепĕр çынна та «ыр тунă» ун чухнехи пуçлăх. Анчах ахаль мар – 21000 тенкĕ саккунсăр хавхалантарушăн. Çакăншăн пĕлĕшне поселенири çĕр участокне харпăрлăха илме пулăшнă, – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн пресс-служби.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика