Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Чăваш Республикинче миравай судьясен должноçĕсене тата суд участокĕсене туса хурасси çинчен» саккуна улшăнусем кĕртекен саккун проектне пăхса тухнă.
Проектра миравай судьясен суд участокĕсен чиккисене палăртаççĕ. Улшăнусем хăшпĕр районсенче тата хуласенче çĕнĕ урамсем, çуртсемпе микрорайонсем çĕкленнипе çыхăннă. Çавăн пекех миравай судьясен служба тиевне шайлаштарасси те тĕп тĕллевсен шутĕнче.
Миравай судьясен суд участокĕсен чиккисене çĕнетме кирлине Чăваш Республикин Аслă Сучĕ, Суд департаменчĕн управленийĕ, Судьясен канашĕ канашласа çирĕплетнĕ.
– Суд тытăмĕн эффективлăхĕнчен пирĕн граждансен прависемпе саккунлă интересĕсен шанчăклă хÿтĕлевĕ килет. Çавăнпа та ку сферăри нормативлă документсене йĕркелени суд производствин пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ, – палăртнă Чăваш ен Юстици ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов.
И.САВИНА, пай пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |