Санарпуçĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем Çĕньял Хапăсри ял библиотекипе çывăх. Унпа вĕсем пĕрремĕш класранах туслашаççĕ.
Ку йăлана Светлана Антонова библиотекарь тахçанах кĕртнĕ. Тин кăна парта хушшине ларакансене вăл çулсеренех хăнана чĕнет. Пĕлÿ тĕнчипе паллашнипе пĕрлех ачасем вулавпа та çывăх туслашаççĕ.
Светлана Антонова кăçал шкула килнисене библиотека ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă, кĕнекесене упрамаллине аса илтернĕ. Кĕçĕннисемпе юмахсем тăрăх викторина ирттернĕ.
Кунашкал тĕлпулусем паянхи кун уйрăмах кирлĕ. Кĕнеке ачасене телефон-гаджетсенчен уйăрма, шухăшлава ÿстерме пулăшать.
Ноябрь 2024 |