Чăваш халăхĕ – пуян халăх. Унăн сăвви-юрри, ташши-такмакĕ, юмахĕ-халапĕ, тĕрри-эрешĕ – иксĕлми. Çак пуянлăх ламран лама, йăхран йăха куçса пырса паянхи куна çитнĕ. Тĕлĕнсе каймалла ăсталăхпа илемлĕх палăрать вĕсенче. Пирĕн сăмах – чăваш тĕрри çинчен.
Республика Пуçлăхĕ йĕркелесе янă уява тăрăшсах хатĕрлентĕмĕр. Чылай ĕç туса ирттертĕмĕр: стена хаçачĕ кăлартăмăр, курав тата эрешсен конкурсне йĕркелерĕмĕр, тĕрлĕ акцисене хутшăнма тăрăшрăмăр. «Чÿречесене эрешлетпĕр» акци пире уйрăмах кăмăла кайрĕ. Класс ертÿçи Елена Федоровна хавхалантарса тăнипе савăнсах ĕçе пуçăнтăмăр. Тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен чăваш эрешĕсем касса кăларса чÿречесем çине çыпăçтартăмăр. Тĕлĕнмелле хитре ÿкерчĕксем пулса тухрĕç. Пирĕн класс чÿречисем шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене çеç мар, ял çыннисене те питĕ илĕртрĕç. Иртсе çÿрекенсем чарăнса тăрса тимлĕн сăнаса пăхрĕç, пире ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç.
Çĕрпелти шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсем.
Ноябрь 2024 |