Чăваш тĕррин кунне йышăннăранпа çулталăк кăна иртрĕ пулин те, республикăра пурăнакансемшĕн вăл пĕлтерĕшлĕ те çывăх пулнине туйма май килчĕ.
Çакна Чăваш енре уяв умĕн пуçарнă акцисем те аван çирĕплетеççĕ. Чăваш наци музейĕ, «Паха тĕрĕ» предприяти старт панă #фотовчувашской национальной одежде, #чувашскаявышивка, #ЗаглянитевБабушкинСундук флешмобсене çын чылай хутшăнни те çавнах калать.
Районта пурăнакансем те ку акцисене хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах культура çурчĕсем вĕсене хапăлласа йышăнчĕç. Вĕсем урлă ялсенче тĕрĕ ăстисем чылаййине пĕлме май пулчĕ.
Наци хаклăхĕсене упракан уяв тĕлне Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче «Асанне арчинчен» курав уçăлчĕ. Вăл музей фондĕнче упранакан экспонатсем – сурпан, масмак... – урлă чăваш тĕррин мăнаçлăхне кăтартать.
Ку илем хушшинче çавăн пекех «Вышитая Чувашия» акци йĕркипе тĕрленĕ Вăрнар район карттин копийĕ те пур.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çурринче ялсенче килсене хĕреслĕ, якан тĕрленĕ алшăллисемпе, вырăн хатĕрĕсемпе, ытти япаласемпе илемлетнĕ. Музейра 60-мĕш çулсенчи йăласене кĕтес уйăрнă. Экспозицисемпе Калининăра пурăнакан Нина Сергеевна Терентьева алăсти тивĕçтернĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл, Калининăри шкул-интернатра ĕçленĕ чухне, ачасене чăваш тĕррин орнаменчĕсене сахал мар вĕрентнĕ. Ун воспитанникĕсен ĕçĕсем район, республика куравĕсене илемлетнĕ. Мускавра ВДНХра вара тĕрленĕ салфеткăсем кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Çак кунсенче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 3-мĕш класра вĕренекенсем, музейра пулнă май, чăваш тĕррин паллисене «вулама» пикеннĕ. Ку ĕçре вĕсене музыка учителĕ Ольга Николаевна Николаева пулăшнă. Вăл хăй те тухьясем, чăваш тумĕн ытти хатĕрĕсене ăсталаканскер, тĕрĕ «чĕлхине» аван пĕлет. Ольга Николаевна ертсе пыракан ансамбль юрăсемпе савăнтарнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |