Леонид Черкесов: «Депутатсен пĕр команда пулмалла»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2021, 15:09 Просмотров: 280

Пирĕн паянхи хаçат хăни – Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Черкесов

Ку халăх ирĕкĕ

– Леонид Ильич, тĕрĕссине калăр-ха. Эсир Чăваш ен Патшалăх Канашĕн çĕнĕ тытăмĕ çапла пуласса прогнозланă-и?

– Паллах, парламента 4 парти суйланма пултарнине кĕтнĕ-ха, анчах та вĕсем 6 таран пуласса шанман. Ку, паллах, халăх ирĕкĕ. Суйлавçăсем депутатсен корпусĕ çĕнелессе шаннă ĕнтĕ. Çапла пулчĕ те. Патшалăх Канашне çĕнĕ парти представителĕсем килчĕç. Халĕ чи кирли – парламент кал-кал ĕçлени, депутатсен çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма кăмăлĕ пулни.

– Депутатăн мĕнле пулмалла?

– Кашни депутатăн чи малтан çак паха енсем пулмалла – калаçма, çынсен чун ыратăвне ăнланма пĕлмелле, вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшмалла. Правăна тата политикăна ăнланмалла, республикăри лару-тăрăва пĕлсе тăмалла.

– Эсир икĕ саманта палăртрăр. Чăваш ен Патшалăх Канашĕнче чи нумай фракци, кун пекки çĕршывăн пĕр субъектĕнче те çук. Тата пирĕн чи çамрăк депутат. Сирĕн шухăша пĕлес килет, çакă пĕтĕмпех мăнаçланмалли сăлтав е ун çине пачах та пусăм тумалла мар?

– Ку та пирĕн çитĕнÿ. Ку вăл – демократи кăтартăвĕ. Кама халăх шаннă, çавă депутат пулнă. Пирĕн йышра директорсен корпусĕ те, пĕчĕк тата вăтам бизнес, медицина, вĕрентÿ, ял хуçалăх çыннисем те пур. Кашни хăйĕн отрасльне хÿтĕлеме пултарать. Çамрăксем те кирлĕ. Сăмах май каласассăн, халĕ эпир Çамрăксен палатине йĕркелетпĕр.

 

Округ интересĕсене хÿтĕлесси – ырă пулăм

– Леонид Ильич, Чăваш енри Патшалăх Канашĕ умĕнче тăракан пĕрремĕш тĕллевсемпе паллаштарăр-ха.

– Çак тапхăрти тĕп ыйту, паллах, – 2022 çула тата çĕнĕ 2023–2024 çулсенчи тапхăра бюджет йышăнасси. Ку ĕç юхăмĕ хальхи вăхăтра çĕнелсе иртет. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев анлă Правительство йĕркелесси пирки йышăну тунă. Бюджета эпир малтан çак йышпа пăхса тухрăмăр% республика ертÿçи, депутатсем тата Правительство членĕсем. Депутатсенчен нумай сĕнÿ пулчĕ. Хыççăн вара документа Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тишкернĕ. Хăшпĕр ыйтусене çак тапхăртах татса пама май килчĕ. Правительство Патшалăх Канашне малтан пăхса тухнă проекта тăратрĕ. Кайран эпир ăна комитетсенче сÿтсе яврăмăр. Халăх итлевĕ те пулчĕ. Юлашкинчен сессире тишкертĕмĕр.

– Кăçал парламентра 5 комитет, малтан 4 кăначчĕ. Çак улшăну мĕнпе çыхăннă?

– Эпир кил-çурт политикин тата инфраструктура аталанăвĕн Комитетне йĕркелерĕмĕр, мĕншĕн тесен ăна экономикăри пысăк сий тесе шутлатпăр, çавăнпа та ку енĕпе тĕплĕнрех, тимлĕрех ĕçлемелле. Халĕ тĕп вырăнта – çул-йĕр строительстви, нумай ачаллă çемьесем, тăлăхсем валли социаллă кил-çурт çĕклесси, йышлă ачаллисене çĕрпе тивĕçтересси. Республика шкулпа ача сачĕсене тĕплĕн юсас тĕлĕшпе анлă программа пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Çитес çул федераци шайĕнчи тепĕр программа старт илет.

– Бюджет укçи-тенкине пайланă чух тĕрлĕрен шухăш пулать-и?

– Паллă ĕнтĕ, кашни депутат хăй суйлав округĕшĕн тăрăшать...

Депутатăн шухăш-кăмăлĕ кăна çителĕксĕр. Пĕтĕм условие пăхăнмалла. Районсен администрацийĕсемпе тачă çыхăну тытни пĕлтерĕшлĕ, проектпа смета документацине хатĕрлемелле, экспертиза тухмалла, строительство ĕçне палăртнă-тăк, çĕр участокне уйăрмалла. Хатĕрленÿ тапхăрĕн енĕсем самаях анлă. Вĕсем пурте пулсан депутат пĕр-пĕр ушкăн интересĕсене хÿтĕлеме пултарать.

– Пурне те вăл-ку преференцисем, уйрăм категорири çынсем валли çăмăллăхсем кирлĕ.

– Бюджет йышăннă чухне социаллă пулăшупа тивĕçтерме финанс ресурсĕсем çултан çул ÿссе пыни палăрать. Сахал тупăшлă çемьесене, тăлăх ачасене, пенсионерсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, нумай ачаллă çемьесен транспорт налукĕ тĕлĕшпе çăмăллăх кĕртнĕ. Эпир куратпăр, харпăр хăй тупăшсем те, федераци бюджетĕнчен кĕнĕ укçа-тенкĕ те çултан çул ÿсет, бюджет çирĕп. Ку, паллах, шанчăк парать. Апла-тăк, социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе саккунсем малалла та чылай йышăнĕç.

Юлашки вăхăтра АПКна пулăшма, яллă тăрăхсенчи инфраструктурăна аталантарма, килти хушма хуçалăхсене тĕреклетме республика бюджетĕнчен чылай нухрат уйăрма пăхаççĕ.

– Эсир çирĕп команда пухнă тесе палăртма пултаратăр-и? Е парламент, комитетсен ертÿлĕхĕнче пире улшăнусем кĕтеççĕ?

– Командăна йĕркелесе çитерме темиçе çул та кирлĕ. Пирĕн вара вăхăчĕ сахал иртнĕ-ха. Анчах та эпир ку созыв пĕрлехи механизм пултăр, пурте пĕр тĕллевпе ĕçлеччĕр тесе тăрăшăпăр. Енчен те кашни депутатăн тăван республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлес кăмăлĕ çирĕп пулсан команда та вăйлă пулĕ.

Обществăлла ĕç

тĕп тивĕçпе çыхăннă

– Леонид Ильич, эсир тĕп ĕçре тăрăшнисĕр пуçне яланах обществăлла ĕçсенче хастар пулнă. Ку вăл Çĕмĕрле районĕнче, Çĕмĕрле хулинче пурăнакансен ентешлĕхĕ те, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕ те, Чăваш енри халăхсен Ассамблейи те, ачасемпе çамрăксен спортне аталантарма пулăшакан фончĕ те... Сирĕншĕн обществăлла ĕç мĕн вăл?

– Обществăлла ĕç тĕп ĕçпе çыхăннă. Вăл маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кулленхи ĕçре пулăшса пырать.

– Нумаях пулмасть Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă чухне чăвашсен наципе культурин автономийĕпе Чăваш наци конгресĕн вăйĕсене пĕрлештересси пирки сăмах пуçарчĕ. Ку ĕнтĕ çĕнĕ хăват, çĕнĕ кăтартусем... Эсир кун пирки мĕн шутлатăр?

– Эпир ку темăна Олег Алексеевичпа тахçанах сÿтсе явнă. Чăваш наци конгресĕнче хастар çынсем чылай. Федераци автономийĕн полномочийĕ пысăкрах. ЧНК активисчĕсен чăвашсен наципе культурăн федераци автономийĕпе пĕрлешсе ĕçлессине вăйлатмалла.

Пирĕн задачăсем тата тĕллевсем пĕр пекех – республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсене пулăшасси, чăваш халăхĕн культурине тата тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси.

 

Тăван çĕр вăй-хăват парать

– Леонид Ильич, эпир ĕç пирки анчах пуплетпĕр. Атьăр-ха, кану пирки калаçар. Эсир çутçанталăкăн хăш вăхăтне юрататăр?

– Çуллана кăмăллатăп.

– Хăш тăрăхра пушă вăхăта ирттеретĕр?

– Ăçта та пулин кайсассăн та эрнеренех тăван тăрăхшăн тунсăхлама пуçлатăп. Юлашки çулсенче ют çĕршывсене кайман, Раççейрех каннă.

– Раççейĕн хăш кĕтесĕнче канма юрататăр?

– Хамăн тăван ялта. Унта эпĕ пĕтĕм чунтан канатăп. Кÿршĕсемпе, тăвансемпе калаçатăп. Вĕсем тÿрĕ кăмăллă, ăшпиллĕ çынсем. Çуралнă ен мана хавхалану кÿрет. Çакăн пек пурнăç ÿкерчĕкĕ куç умне тухса тăчĕ. Ун чухне эпĕ хула пуçлăхĕнче тăрăшаттăм. Мероприяти ирттернĕччĕ. Питĕ ывăннăччĕ. Вырсарникунччĕ. Киле виçĕ сехетре таврăнтăм. Тăван ен чĕнĕвĕ илĕртнине туйрăм. Яла кайрăм. Садра 3–4 сехет пулнă хыççăн 9 сехет тĕлне хулана çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнтăм. Тĕп килте никам та пурăнмасть, анчах та çуралнă тăрăха килсех çÿретпĕр, кил-çурта пăхса тăратпăр.

– Телевизорпа футбол пăхатăр е паркра уçăлса çÿреме кăмăллатăр?

– Паркра уçăлса çÿреме юрататăп. Эпĕ уйрăм çуртра пурăнатăп, кил хуçалăхĕнче пурнăçламалли ĕç сахал мар – çулла пахча-анкартире тăрăшмалла, хĕлле юр тасатмалла.

– Кăмпа татма е пулă тытма килĕшет?

– Кăмпа та, пулă та мар. Вăрманта уçăлса çÿреме юрататăп. Тус-юлташ чĕнсен пулла кайма пултаратăп ĕнтĕ.

– Ĕçпе канăва мĕнле черетлемелле? Черкесов тухтăр мĕн сĕнет?

– Ăс-тăн ĕçĕ хыççăн вăй-хал ĕçĕ кирлĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма, çулла уçăлса çÿреме кăмăллатăп. Тепĕр чух кÿршĕсемпе 5 çухрăма парăнтаратпăр. Шел, халĕ манăн май сахалтарах, вĕсем мансăрах утма тухаççĕ. Анчах чи лайăх кану – çемьепе вăхăта ирттерни.

Владислав НИКОЛАЕВ калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика