Декабрьте пахчаçăн ĕç çук тетĕр-и? Йăнăшатăр. Урамра хĕл пулин те, тăрăшмалли-ăшталанмалли пурпĕрех тупăнать. Ку уйăхра çак ĕçсене пурнăçлама ан манăр:
Иртсе кайнă ял хуçалăх çулне пĕтĕмлетмелле. Çитес çул валли кирлĕ химикатсемпе ытти препаратсен, калчасен, лартмалли тымарçимĕçсен, органикăллă тата минераллă удобренисен хисепне палăртса хумалла. Сад-пахчара халĕ пур йывăç-тĕмсен тухăçлăхне тишкермелле.
Çанталăк май парать-тĕк, кивĕ, чирлĕ, тухăç паман тĕмсемпе йывăçсене кăкласа тасатмалла. Пушаннă лаптăкпа çуркунне лайăхрах усă курма пулĕ.
Путвалти-нÿхрепри запассене тата садри йывăçсене кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлемелле.
Кайăксене апатпа тивĕçтерме ан манăр.
Йывăçсем çинчен хулăм ларнă юра силлесен те аван – капла туратсем хуçăлмĕç. Юр тытассипе те ĕçсене пурнăçламалла.
Шăнтма тытăнсан çуркунне валли хатĕрленĕ çĕре, хăйăра, пăчкă кĕрпине, навуса сивве кăларса лартмалла. Çакă вĕсенчи чирсене тата сăтăрçăсен çăмартисене пĕтерме пулăшать.
Çуркунне пахчаçимĕçе апатлантарма органикăллă каяшсен запасĕсене хатĕрлемелле. Ку тĕллевпе çĕрулми, çăмарта хупписене, чей заваркине, кофе юлашкине пухма юрать.
Ыхрапа сухан хупписене пуçтарса пырăр – çуркунне ÿсентăран пыйтине пĕтерекен отвар тума кирлĕ.
Сиссе те юлаймăпăр – çуркунне хăвăрт çитет: çитес çул валли ĕç планне хатĕрлĕр.
Ноябрь 2024 |