«Зинкăпа» – лауреат йышне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:57 Просмотров: 467

Февралĕн 2-мĕшĕнче Сталинград çапăçăвĕнче совет çарĕсем нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 75 çул çитрĕ.

Çак ятпа Шупашкарта художество творчествин агитбригадисен «Сталинградская битва – наша победа!» республикăри фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Декабрь – январь уйăхĕсенче иртнĕ турсем витĕр тухса Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕн «Художество сăмахĕ» кружока çÿрекен Дарья Семенова фестиваль финалне хутшăнма тивĕçнĕ.

Пирĕн ентеш Юлия Друнинан «Зинка» произведенине вуланă. Чĕререн тухакан сăмахсем жюрие килĕшнĕ – Дарья çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ, лауреат дипломне тата парнене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика