Вăхăтра хывмасан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:58 Просмотров: 487

РФ Çурт-йĕр Кодексĕн 155-мĕш статйин 14-мĕш пайĕпе тата нумай хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсемпе усă куракансене тата харпăрлăхçăсене коммуналлă тивĕçтерÿсем парас Правилăсен 159-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, тÿлевсене (çав шутра çурт-йĕре пăхса тăнăшăн тата юсав ĕçĕсем ирттернĕшĕн) вăхăтра тата туллин хывман потребительсене пени тÿлеттерме пултараççĕ.

Унăн виçи парăма мĕнле вăхăта тăсса янинчен килет. Тÿлев кунĕнчен иртсе кайнă 31-мĕш кунран тытăнса пение кунсерен парăм сумми çине 1/300 ставкăпа хураççĕ. 91-мĕш кунран пуçласа пени виçи улшăнать – 1/130 ставкăпа танлашать.

Анчах хăшпĕр тĕслĕхсенче, РФ Гражданла кодексĕн 333-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче палăртнă тăрăх, штраф виçине суд пĕчĕклетме пултарать.

РФ Çурт-йĕр Кодексĕн 155-мĕш статйин 14-мĕш пайĕ саккунăн ятарлă норми шутланать. Çавăнпа та çурт-йĕршĕн тÿлессине тăсса янăшăн РФ Гражданла кодексĕн 395-мĕш статйинче пăхса хăварнă яваплăх мерипе усă курмаççĕ. Йĕркене пăснă пĕрешкел тĕслĕхшĕнех пени хума тата ют укçа-тенкĕпе усă курнă тесе процент шыраса илме май çук.

Пысăк парăмсем пухнă потребительсене коммуналлă тивĕçтерÿсене парассине чакарма е вуçех чарма право пур. Ку çирĕп мерăна йышăниччен малтан, парăмсене татма 20 кун парса, потребитель ячĕпе уведомлени ямалла.

Коммуналлă тивĕçтерÿсене парассине чарма тивнĕ пулсан, ку ĕçе пурнăçлакансен учет приборĕсене пломба хумалла. Парăмсене туллин татнă тата тивĕçтерÿсене чакарма е чарма, çĕнĕрен яма тăкакланă укçа-тенкĕне саплаштарнă хыççăн кăна потребителе икĕ кун хушшинче коммуналлă тивĕçтерÿсене тепĕр хутчен пама пуçлаççĕ. Консультаци илмелли «вĕри лини» телефонĕсем – 56-29-58, 56-29-54, 66-22-09. Çавăн пекех тĕрлĕрен ыйтупа çак адреспа килме юрать: Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 2-мĕш хут.

И.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика