Алкоголизм – обществăри çивĕч ыйтусенчен пĕри. Этем «симĕс çĕлен» тыткăнне епле лекет-ха? Çак тата ытти ыйтăва республикăри общество сывлăхĕн тата медицина профилактикин центрĕн тухтăрĕ Елена Михайловна ЕГОРОВА хуравлать.
– Алкоголизм – мĕн вăл?
– Нумайăшĕ этем ĕçке ернине вăл йĕркерен тухнипе çыхăнтарать. Алкоголизм – йывăр чир: организма эрех тăтăшах кĕнĕрен япаласен ылмашăвĕ улшăнать, çавна май çыннăн ăс-пуçĕ минрет, пĕрремĕш черкке хыççăн каллех теприне ÿпĕнтерет.
– Мĕншĕн эрех-сăра çыннăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăрать?
– «Симĕс çĕлен» тыткăнне тăтăшах лекекен çын алкогольсĕр пурăнайми пулать. Малтанах спирт шĕвекне ĕçекен кăмăл-туйăм çĕкленнине туять те черкке патне савăнсах алă тăсма тытăнать. Пуçра унăн çакăн пек шухăш çуралать: алкоголь – чăн киленĕç. Енчен те вăхăтра чарăнмасан чир аталансах пырĕ.
Алкоголь ĕçме пăрахсан организмри япаласен ылмашăвĕ лайăхланма пуçлать. Анчах ку юхăм вăраххăн пырать. Мухмăрпа пуç ыратать. Вăй-хал хавшать, çăвар типет, ал-ура чĕтрет, аппетит çухалать, ăш пăтранать, кăмăл пăсăлать. Ĕçкĕç хăвăртах черкке патне ал тăсма хатĕр, алкоголизмпа кĕрешме тăрăшмасть. Мухмăр евĕр туйăм наркомансен те пулать.
– Алкогольсĕр пурăнайманнин сăлтавĕсем мĕнре?
– Паллах, генетика, тус-юлташ таврашĕ тата çыннăн этем пахалăхĕсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Çакна çирĕплетмелле: енчен те йăхра ĕçкĕçсем пулнă-тăк, эрех-сăрана хăвăртах иленме пулать.
– Алкоголик ĕçке путни мĕнпе çыхăннă?
– Ахаль çын темиçе кун эрех ĕçет пулсан вăл ĕçке ерни шутланмасть, çапах та урă пурнăç йĕркине пăхăнманни ырă тумасть.
Ĕçке путни – этем алкогольлĕ шĕвексене нумай вăхăт, татти-сыпписĕр, пĕр чарăнми ĕçни. Ку чухне алкоголик урăлса çитеймест. Хăйĕнпе мĕн пулнине те ăнланмасть. Ĕçке ярăннине кăтартакан тĕп паллă: спирт шĕвекĕсене ăша яма вăйлă туртăм пурри. Черкке ÿпĕнтерекен çын тăванĕсем, ачисем тата ĕç пирки манать. Унăн сывлăхĕ хытах хавшать.
Алкогольлĕ шĕвек хаваслăха çĕклекен гормона – дофамина – кăларма пулăшать. Спирта ăша ярсанах ĕçкĕç кăмăл тулнине туять.
Анчах çакна асра тытмалла: эрех нумай вăхăт ĕçсен организм дофамина сахалрах кăларма пуçлать. Ку гормон çителĕксĕртен депресси тапхăрĕ тытăнать. Кăмăла çĕклеме çын каллех черкке патне тăсăлать. Çапла вара ĕçкĕ ăшне путать.
– Ĕçке ярăннин хăрушлăхĕ мĕнре?
– Çывăх çыннăн алкоголизм чирĕ аталанса пынине тăванĕсене те тÿрех ăнланма йывăртарах. Вăл икĕ эрне е ытларах эрех-сăрасăр пурăнаймасть, урă кунĕсем те сахалрах. Çакă вара организма пысăк сиен кÿрет. Ĕçке ярăннă чухне çынсем сахал çиеççĕ е ăша пачах апат ямаççĕ. Çавна май витаминсемпе микроэлементсем организма сахал кĕреççĕ. Ĕçке путнă тапхăр вăрăма тăсăлсан организмпа системăсене йывăр килет, вĕсем наркăмăшланаççĕ. «Симĕс çĕлен» тыткăнĕнче нумай вăхăт пулнă хыççăн урă пурнăç йĕркине тытса пыма питĕ кăткăс.
– Çын хăй тĕллĕн йывăрлăхсене парăнтарма пултарать-и?
– Хăшпĕрисем, çирĕпрех чунлисем, алкогольпе кĕрешме вăй çитереççĕ. Теприсем вара ĕçке пула ăсран тухма пултараççĕ, шала кайнă чирсемпе аптăраççĕ. Вĕсене тытса пăрахма пуçлать. Чылайăшне тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Медицина учрежденийĕсенче сипленмелле.
– Сипленнĕ хыççăн пациент ĕçкĕ-çикĕсĕр мĕн чухлĕ вăхăт пурăнма пултарать?
– Пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килет. Вăл ĕçме пăрахнă пулсан та алкоголизмран сывалса çитнине пĕлтермест. Калас пулать, чир çавах организмра юлать. Эрехе пĕр сыпкăм хыпсанах каллех ĕçке путма пултарать. Пурнăç ÿкерчĕкĕсем тĕрлĕрен. Пĕри эрнеренех, тепри уйăхран ĕçкĕ-çикĕпе тепĕр хут туслашать. Кун пек тĕслĕхсенче мĕн тумалла-ха? Ĕçкĕçсене квалификациллĕ пулăшу кирлĕ. Вĕсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси тĕп тĕллев пулмаллине ăнланса илме пулăшмалла. «Алкоголизм» диагноз лартнă пулсан спирта пачах ăша ямалла мар.
– Алкогольсĕр сăрана ĕçме юрать-и?
– Çук, юрамасть. Алкогольсĕр сăра шăрши, унăн тути, сăра кĕленчи ĕçес кăмăла хускатать. Çын хăйне ÿсĕрĕлнĕ пек туять. Хаваслăх кĕрет. Çавна пула кирек мĕнле самантра каллех хаяр шĕвеке ĕçме пултарать.
– Алкоголизмран сывалма пулать-и?
– Çук, ку чиртен сывалма пулмасть. Алкоголизм – ĕмĕрлĕх диагноз. Паллах, çын хăй тăрăшнипе е тухтăрсем пулăшнипе спиртлă шĕвексем ĕçме чарăнма пултарать. Кăна чир юхăмĕ вăхăтлăха чакни (ремисси) теççĕ. Хаяр шĕвеклĕ пĕрремĕш черккене ăша яни «çывăракан» механизмсене вăратать.
– Çынна хăйне пĕлтермесĕрех ĕçке ернинчен сиплеме юрать-и?
– Çук, юрамасть. Ĕçкĕçĕн сипленме хăйĕн кăмăлĕ кирлĕ. Унсăрăн çывăх çыннисем тем пек тăрăшсан та усси пулмĕ. Ку çивĕч ыйтăва наркологсем, психологсем, психотерапевтсем кăна татса парĕç.
Ноябрь 2024 |