Салтаксен хăюлăхĕ – ачасемшĕн тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.12.2021, 08:47 Просмотров: 463

Раштавăн 5-мĕшĕнче Раççейре Çар мухтавĕн кунне паллă турĕç. Çак кун, 80 çул каялла, Хĕрлĕ Çар салтакĕсем Мускав хули çывăхĕнче тăшмана хирĕç контрнаступлени пуçланă.

Пирĕн çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕнĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Эпир шкул программинчен, ветерансен асаилĕвĕсенчен, кинофильмсенчен, тĕрлĕ хаçат-журналтан лайăх пĕлетпĕр: малтанхи кунсенче Хĕрлĕ Çара, тылри халăха питĕ йывăр килнĕ. Фашистсем вăрçа тĕплĕн хатĕрленнĕ, систермесĕр, вăрă-хурахла тапăннă. Шел пулин те, совет салтакĕсен пиншер ял-хулана хăварса хĕвелтухăçнелле чакма тивнĕ.

1941 çулхи кĕркунне тăшман Мускав хули çывăхне çитет. Гитлер шухăшĕпе ăна ноябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне илсе тĕпĕ-йĕрĕпе аркатса пĕтермелле пулнă. Анчах йывăрлăхсене çĕнтерсе Мускавра çав кун çĕршывăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен парачĕ иртет.

Раштавăн 5-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ Çар контрнаступлени пуçлать. Пирĕн салтаксем пиншер яла, поселоксемпе хуласене ирĕке кăлараççĕ, фашистсене Мускав çывăхĕнчен хăваласа яраççĕ. Çак кунтан пĕтĕм халăхăн, Хĕрлĕ Çарăн пысăк шанчăкпа вăй хушăнать...

Анчах та Аслă Çĕнтерÿччен тата 3 çул та 6 уйăх çурă (1253 кун) çапăçма тивет. Пĕтĕмпе юнлă вăрçă 1418 куна тăсăлать.

Çак мухтавлă куна халалласа раштавăн 3-мĕшĕнче Çĕрпелти культура çуртĕнче пысăк мероприяти иртрĕ. Вырăнти вăтам шкул вĕренекенĕсемпе районти обществăлла çар организацийĕсен ертÿçисем тĕл пулчĕç. Хăнасем ачасене 80 çул каяллахи Мускав патĕнчи çапăçусем пирки тĕплĕн каласа пачĕç.

Вĕренекенсем ку манăçми событисемпе çыхăннă викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. Тĕрĕс хурав паракансене асăнмалăх тĕрлĕ сувенирсем тата кĕнекесем парса хавхалантарчĕç. Ачасем хăнасене шкулта тăрăшса вĕренме, çĕршыва кирлĕ çынсем пулма шантарчĕç.

Çамрăк ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене ирттерме пулăшакансене, унта хастар хутшăнакансене те Раççей ветеранĕсен союзĕн Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи Н.Васильев юбилей медалĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе тата грамотăсемпе чысларĕ.

Çакăн пек тĕлпулусем чăннипех те кирлĕ: шкул ачисен чун-чĕринче мăнаçлăх, паттăрлăх туйăмĕсене аталантарма пулăшаççĕ, çирĕплĕхе ÿстереççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика