Ноябрьти кăтартусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.12.2021, 08:48 Просмотров: 554

Иртсе кайнă уйăхра район пурнăçĕпе çы-хăннă 102 гражданла тăрăм актне регистрациленĕ. Çакăн пек сведенисене пĕлтерет ЗАГС пайĕ.

Тĕп цифрăсем, паллах, районта пурăнакансен куçăмĕ пирки – ача çуралнин тата çынсем чакнин кăтартăвĕсем. Анчах вĕсем савăнтараççĕ тееймĕн. Ноябрьте 16 пепке çеç çут тĕнчене килнĕ пулсан, вилнисен шучĕ вара тăватă хут пысăкрах – 64 çын.

Тепĕр кăтарту та – пăшăрханмалли сăлтав: çемьесем арканнă тĕслĕхсем сахал мар. Иртнĕ уйăхра 10 мăшăр ячĕпе Мендельсон маршĕ янăранă-тăк, çав вăхăтрах çичĕ çемье уйрăлма шутланă. Вăл шутра 5-шĕ – суд йышăнăвĕпе.

ЗАГС пайĕ çавăн пекех çак тапхăрта ят улăштарнипе 3, ашшĕлĕхне палăртнипе 2 записе регистрациленĕ, тепĕр хутчен 31 свидетельство хатĕрленĕ, 88 справка панă, актсенчи 46 сведенипе тивĕçтернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика