Республикăра вара, Юстици ĕçĕсемпе тим-лекен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов палăртнă тăрăх, кăçал-хи 11 уйăхра гражданла тăрăм акчĕсен шучĕ пĕл-тĕрхинчен 4097 чухлĕ ÿснĕ.
Сăмахран, çĕнĕ çемьесем иртнĕ çулхинчен 979 тĕслĕх нумайрах – пĕтĕмпе 5289. Мăшăрланассипе чи пысăк кăтартусем – Шупашкар администрацийĕсен ЗАГС пайĕсенче, тĕп хулан Ленин, Мускав тата Калинин районĕсенче, Канаш хулинче. Яллă вырăнсенчен ку енĕпе Шупашкар, Çĕрпÿ, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри районĕсем малта пыраççĕ.
Кăçалхи январь–ноябрь уйăхĕсенче ЗАГС органĕсем арçын ачасем ытларах çуралнине регистрациленĕ: 5248 пăхаттирпе 5019 хĕрпĕрчи. Пĕтĕм хисепрен 3286-шĕ – çемьере чăтăмсăррăн кĕтнĕ пĕрремĕш пепкесем.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |