Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 170 ытла мунча çуннă. Ку хуралтăсем çулăмра чи тăтăш шар кураканнисен шутĕнче.
Иртнĕ шăматкун, акă, хамăр районта та пушарта мунча сиенленни пулнă. МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, вăл Аçăмçырми ялĕнче тухнă. Малтанхи тĕрĕслевсене кура, инкек патне кăмака хутнă чух хăрушсăрлăх правилисене туллин пăхăнманни çитернĕ тесе шутлаççĕ.
Хăвăра тата çемйĕре кунашкал инкексенчен хÿтĕлес тесен, мунча кăмакисемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Астăвăр% вĕсен юсавлăхĕ, тĕрĕс вырнаçтарни тата хăрушсăр усă курни – чи пĕлтерĕшли. Кирек мĕнле йăнăш – умне тимĕр çапманни, тăрпасен кирлĕ параметрĕсене уяманни, хăрăма вăхăтра тасатманни, ытти – пĕтĕмпех усаллине çывхартать. Çавăнпа та хăрушсăрлăх пирки яланах асра тытни – хÿтлĕх шанчăклăхĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |