Икĕ хутчен – пĕр «кĕрепле» çине

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.12.2021, 13:24 Просмотров: 287

Тĕлĕнмелле те, Шупашкарти пĕр хĕрарăм мушенниксене хăех 4 миллион ытла тенкĕ куçарса панă.

Малтан вăл социаллă сетьри рекламăна ĕненнĕ, темиçе кун иртсен – ун ячĕпе кредит илнĕ тенине. Улталаннине чухласа илсен вара тĕп хулари 4-мĕш полици пайне пулăшу ыйтса килнĕ.

«Манпа палламан арçын, хăй каланă тăрăх – йĕрке хуралĕн сотрудникĕ, шăнкăравласа çыхăнчĕ. Такам ман ятпа Мускавра кредит çыртарнă, халĕ укçине илме хăтланать, терĕ. Саккунсăр ĕçе чарса лартас тесе çĕнĕ телефон туянма хушрĕ. Унпа ĕнтĕ, шулĕксем «вĕрентнипе», виртуаллă банк карттисене уçрăм», – хуйхи çинчен пĕлтернĕ вăл полицейскисене. Çапла 55-ри пенсионерка мушенниксен счетне 2 миллион та 800 пин тенкĕпе пуянлатма ĕлкĕрнĕ.

Вăл ăнлантарнă тăрăх, шăнкăравлакансен пĕр абонент номерĕ Шупашкарти полицин участокри уполномоченнăйĕн пулнă-мĕн. Ку информацие хĕрарăм Интернетра тĕрĕсленĕ. Анчах каллех улталаннă вăл: шулĕксем телефон номерне ылмаштармалли системăпа усă курнă иккен.

Çакăнпа вĕçленмен-ха ун инкекĕсем. Япăххи çаклансах пынă. Шел те, ун куçĕ тĕлне социаллă сетьри брокер компанийĕн реклами лекмелле пулнă-çке. Лешсем пысăк тупăш сĕннĕ. Кăсăклантарсах янă çакă хĕрарăма% унта 1 миллион та 300 пин тенкĕ енне хывнă. Кайран полицейскисенчен пĕлнĕ: укçа каллех мушенниксен кĕсйине кайнă иккен.

Икĕ ултав тĕслĕхĕпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Полици сотрудникĕсем айăплисене шыраççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика