Вăрçăнса кайнă та

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.12.2021, 13:24 Просмотров: 371

Иртнĕ эрнере Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем Пăртасри 56-ри хĕрарăм тĕ-лĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Сăлтавĕ киревсĕр: вăл çын сывлăхне юриех йывăр сиенлесе асăрхамасăр вилĕм кÿнĕ тесе шутлаççĕ.

– Тискер ĕç Пăртас ялĕнче декабрĕн 13-мĕшĕнчи каçхине пулса иртнĕ. Халĕ айăпланакан хĕрарăм ун чухне хăйĕн пĕлĕшĕн килĕнче пулнă. Следстви версийĕ тăрăх, ÿсĕрскер хăнари тепĕр 65-ри хĕрарăмпа вăрçăнса кайнă. Тытнă та ăна йывăç ухватпа тата çатма-кастрюль тытмалли хатĕрпе (чапельник) пилĕк хутчен кая мар пуç тĕлĕнчен çапнă. Лешĕ йывăр суранланнă, вăхăт иртсен вилсе кайнă. Хĕрарăма тытса чарнă. Уголовлă ĕç тишкерĕвĕ малалла пырать, – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика