Çĕнетекен пĕтĕм ĕç – çын хăтлăхĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.12.2021, 13:26 Просмотров: 283

Куратпăр ĕнтĕ, юлашки çулсенче Вăрнар поселокĕнче «Энергостроймонтаж» обществăн вышкисем тăтăшах электричество юписем çинче ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем тăрăшнипе чылай урамри электролинисене çĕнетнĕ, тĕп урамсенче светодиодлă светильниксем вырнаçтарнă.

Çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн вĕсен ĕçĕ ыркăмăллăхпа та хутшăнать. Кăçал та вĕсем чылай çĕрте гирляндăсем çакса чунсене уяв кăмăлĕ кĕртрĕç. Советски урамри ача-пăча площадкинчи аркăсем тĕрлĕ тĕссемпе илĕртеççĕ. Çĕнĕ çул ăлки каллех мăнаçлăн хăй вырăнне йышăнчĕ.

– Эпир Вăрнарти электросеть комплексне реконструкцилес тата модернизацилес ĕçсене малалла та тăсасшăн. Çакă çынсемшĕн те меллĕ. Эпир Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, район администрацийĕн пуçлăхĕн Андрей Тихоновăн сăмахĕсемпе килĕшетпĕр. Чи малтанах çынсен хăтлăхĕшĕн, пурнăç пахалăхĕшĕн тăрăшмалла, – терĕ предприяти пуçлăхĕ Рифкат Киметов.

Чăн та ĕнтĕ, вăл ĕçлеме тытăннăранпа «Энергостроймонтаж» общество чылай аталанчĕ. 2008 çулта вăл республикăра чи малтан электропередача линийĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса реконструкцилеме тытăнчĕ. Изоляциленĕ пăралуксем замыкани пуласран  хÿтĕлеççĕ. Паянхи кун тĕлне электролинисен 70 процентне çĕнетнĕ. Унсăр пуçне, 17 трансформатор станцине юсанă тата çĕкленĕ.

Пурлăхпа техника бази те çĕнелсех пырать. Юлашки çулсенче экскаватор, бур агрегачĕ, автогидроподъемник, сывлăш тата кабель линийĕсем çинче ĕçлемелли ятарлă виçĕ техника, дизель-генераторсем, оперативлă бригада валли УАЗ туяннă. Персонала çĕнĕ йышши тĕрĕслев приборĕсемпе тивĕçтернĕ.

2012–2020 çулсенче реконструкцие хывнă инвестицисем 35,2 млн тенкĕпе танлашаççĕ, 2012 çултанпа хăйсен вăйĕпе электрохуçалăх объекчĕсене 44,4 млн тенкĕлĕх юсанă.

Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан, çутă сÿнсе ларасси те сахал пулать. Предприяти электрикĕсем энергосеть линийĕсене талăкĕпех тĕрĕслесе тăраççĕ. Диспетчер служби, оперативлă бригада кунĕн-çĕрĕн тăрăшать. ,çе кĕртнĕ çĕнĕ элементсем подстанцисенче çутăпа епле усă курнине, кăлтăксене тĕрĕслесе тăма май параççĕ. Интеллектуаллă учет системиллĕ счетчиксем те «пулăшаççĕ» – вĕсене пĕтĕмпе 300 вырнаçтарнă.

– Пирĕн коллективра пĕтĕмпе 27 çын туслăн тăрăшать. Пурте ăста специалистсем. Лев Лукинăн ĕç стажĕ, акă, 45 çул ытла. Вăл çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Андриан Муравьев водитель кирек хăçан та çула тухма хатĕр. Этемлĕхĕн илемлĕ çурри – диспетчерсем, контролерсем, бухгалтерсем, экономистсем – хăйсен тивĕçĕсене яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Йыша çамрăксем килни савăнтарать: Сергей Павлов, Никита Николаев электромонтерсем ĕçе хăвăрт хăнăхрĕç. Ветерансем ку енĕпе палăраççĕ – коллектива килекенсене вĕрентсе пыраççĕ, – пĕлтерчĕ Рифкат Шамдинович.

Юнкун çĕршывра Энергетик кунне паллă турĕç. Професси уявне ку предприяти ĕçченĕсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Вĕсем малашне те кашни киле çутă татти-сыпписĕр пырса тăтăр, электролинисем кăлтăксăр ĕçлеччĕр тесе тăрăшасшăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика