Медицина ĕçченĕсене пулăшас тĕллевпе Чăваш ен каллех Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнчĕ. Медиксен кашни кунри пархатарлă ĕçне сăнатăн та – ыйту хыççăн ыйту çуралать. Чăнах та, шур халатлă ĕçченсен ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хал тухать;
– COVID-19 пуриншĕн те тĕрĕслев пулса тăчĕ. Уйрăмах медицинăра тăрăшакансемшĕн. Куç хупман каçсем, этеме чăтма йывăр лару-тăру, кăмăл çирĕплĕхĕ... Çак паллăсем сывлăх хуралĕнче тăракансен паянхи ĕç-хĕлне лайăх çутатса параççĕ. «Тавах сире, тăван тухтăрсем!» акци марафонĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Театрализациленĕ тÿлевсĕр представленисем, ачасемпе йĕркеленĕ акцисем хыçа юлчĕç. Халĕ вара медиксем 17 пин курупкка канфет илчĕç. Пĕлтĕрхи опыт çакна кăтарса пачĕ: пылак парне медицина ĕçченĕсене кĕтмен савăнăç кÿчĕ, – палăртрĕ «Чăваш енри хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организаци председателĕ Наталья Николаева.
Чăваш ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла Канаш тата республикăри Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ акцине регионти 11 пысăк промышленность предприятийĕ хутшăнчĕ. Вĕсем – «Стройтрест №3» СЗ» АО, «Химпром» ПАО, «Элара» АО, «Акконд», «Август» Фирма, «АБС Электро» ыркăмăллăх фончĕ, «Трактор завочĕсем» концерн, «Чăвашкабель» Завод» АО, «ЧЭАЗ» ГК, «Чăвашторгтехника» АО, «Волгастальконструкци» ООО.
– Çак парне республикăра пурăнакансене хаяр чирсенчен çăлакан пирĕштисен кăмăлне çĕклетĕр, – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла Канашăн председателĕ Наталия Партасова. – Пандеми чухне чир-чĕре парăнтарас тесен пĕр тĕллевлĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Çак йывăр вăхăтра чăвашсен ырă йăла-йĕрке йăл илчĕ. Калас пулать, пĕлтĕр республика Пуçлăхĕн тата пысăк предприятисен пуçарăвĕпе «Пĕрле» фонд йĕркеленĕ. Çавна май коронавируспа кĕрешекен медиксене пысăк тимлĕх уйăраççĕ% оборудованипе, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе, çавăн пекех вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Предприяти ертÿçисене, общество деятелĕсене тата тăван Чăваш ен шăпишĕн тăрăшакансене, яланах пулăшу аллине тăсакансене пысăк тав!
– Кондитер гиганчĕн – «Акконд» фабрикăн – канфечĕсене пирĕн куç умĕнчех фурăна тиерĕç. Пылак груза адресатсем патне ячĕç. Хамăр коллективăн чун ăшшипе ĕç хавалне çак парнесене хыврăмăр, – палăртрĕ «Акконд» АО маркетинг службин специалисчĕ Наталья Макарова.
– Пире пулăшнăшăн мĕнпур медицина сообществи ячĕпе сире тав сăмахĕ калатăп, – терĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. – Кунран-кун граждансен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн тăрăшакансене, йывăрлăхсене куçран пăхакансене общество енчен тимлĕх уйăрни питех те кирлĕ. Çулталăк тăршшĕпех регионти больницăсен ĕçченĕсем чыс-хисепре пулчĕç, мероприятисем вĕсене савăнăç кÿчĕç. Медицинăра вăй хуракансем малалла та хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлĕç.
– Тухтăрсене пылак парнесемпе хавхалантарасси ырă йăла-йĕркене çаврăнчĕ. Çакă, паллах, пуриншĕн те паянхи кунăн паттăрĕсем пулса тăнă медицина ĕçченĕсем еннелле пĕчĕк утăм туни кăна-ха, – терĕ «Химпром» ПАО-н гендиректорĕ Елена Колесникова.
– Эпир пурте ăнланатпăр, пандеми пирĕнтен ниçта та кайса кĕмерĕ. Медиксене пысăк тав сăмахĕ калатпăр: вĕсем хаяр инфекципе хастар кĕрешсе кашни кун паттăрлăх кăтартаççĕ. Эпир коронавирусран прививка тусан кăна вĕсен ĕçне çăмăллатма пултаратпăр, – палăртрĕ «Стройтрест №3» АО-н гендиректорĕ Виталий Семенов.
Сывлăх хуралĕнче тăракансене пулăшас тĕллевпе общественниксем малалла та акцие тăсма хатĕр. «Тухтăрсем пире хÿтĕлеме чи малтан тăчĕç. Эпир вĕсене ăш сăмахсене чун-чĕререн каласа, пылак парне кÿрсе тав тăватпăр. Кашни шур халатлă ĕçчене пулăшма пултарнишĕн савăнатпăр», – терĕ «АБС Электро» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ Мария Уляшева.
– Чăваш енри сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене пысăк тав. Эсир вăй-хала шеллемесĕр республикăра пурăнакансен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн кĕрешетĕр. Сире пĕрре те çăмăл мар, анчах та хăвăр ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлатăр, – палăртрĕ «Трактор завочĕсем» концернăн генеральнăй директорĕ Сергей Серегин.
Александр КЛЕЙМАН.
Ноябрь 2024 |