Пандеми такăнтарайман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.12.2021, 13:30 Просмотров: 298

Владимир Путин 17-мĕш хут пресс-конференци ирттерчĕ. Çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе, вĕсем 507-ĕн, Раççей Президенчĕ Мускаври Манежра тĕл пулчĕ.

Коронавирус тата экономика

Владимир Путин тÿрех ыйтусене хуравлама пуçларĕ. Чи малтан «Интерфакс» ертÿçи Вячеслав Терехов сăмах илчĕ. Вăл коронавирус «вăрçи» çĕршыв экономикине мĕнле витĕм кÿнипе кăсăкланчĕ. Президент палăртнă тăрăх, Раççей экономики, аталаннă ытти çĕршывпа танлаштарсан, коронавируспа кĕрешме чылай енчен хатĕр пулнă. Экономика хăвачĕ çак тапхăрта 3 процент çеç чакнă, ку тĕнчери ытти экономикăпа танлаштарсан чылай пĕчĕкрех. Çавна май та Раççей хăвăртрах вăй илнĕ. ВВП ÿсĕмĕ, сăмахран, 4,5 процент пуласси паллă, промышленноç производствин кăтартăвĕсем 5 процент, тирпейлекен промышленноçăн 5,2 процент хăпараççĕ. Тыр-пул пухса илесси, паллах, иртнĕ çулхинчен чакнă. Çакă чи малтан çутçанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Çапах 123 миллион тонна – сахал мар. Кун чухлĕ тупăш хамăра тăрантарма çеç мар, экспорт валли те çителĕклĕ. Стройкăра вара рекорд лартнă% çулталăкра 90 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Кунашкалли, Путин палăртнă тăрăх, çĕнĕ Раççей историйĕнче те пулман-ха.

Влаç ĕçсĕрлĕх шайне пандемичченхи кăтартусем патне çитерме тĕллев лартнă. Анчах ĕçсĕррисен шутне пĕчĕклетеймен. Пандеми çын пурнăçĕн тăршшĕне те япăх витĕм кÿнĕ. Унччен çак кăтарту 71,5 çулпа танлашнă пулсан, халĕ 71 çул. Демографи сферинче те çивĕчлĕхсем пур. ,ç алли çителĕксĕр. Унран экономика ÿсĕмĕ нумай килет. «146 миллион çын – çакăн пек пысăк территоришĕн питĕ сахал. ,çлекенсем çитмеççĕ», – терĕ Президент.

 

Социаллă тăкаксем

ТАСС представителĕ патшалăхăн социаллă тăкакĕсемпе кăсăкланчĕ. Малашне вĕсене ÿстерсе пырассине тĕпе хунă-и; Владимир Путин çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ. Килес çул социаллă сфера тăкакĕсем валли тĕрлĕ шайри бюджетран 4 триллион тенкĕ уйăрма палăртнă. «Анчах кунран та ытларах пулĕ», – терĕ Президент.

 

СоЦсетьсен хăрушлăх,

Шел те, ачасем интернетри киревсĕрлĕхрен шар курнă тĕслĕхсен шучĕ пĕрре-иккĕ çеç мар, çулсерен йышланса пырать. «Соцсетьсене паспортпа регистрацилеме пуçлĕç-и; Ачасене хÿтĕлеме тата мĕнле мерăсем йышăнма пултарĕç;» – пĕлесшĕн пулчĕ «Тобольское время» журналисчĕ.

Президент палăртнă тăрăх, ку ыйтăва Раççейре кăна мар, мĕнпур çĕршывра хĕрÿ сÿтсе яваççĕ. «Кунта пысăк платформăсен представителĕсем хутшăннă. Вĕсемшĕн çакă бизнес. Пысăк укçашăн çунса вĕсем ачасем пирки шухăшлама пăрахаççĕ% пĕлтерĕшли – тупăш илесси. Çакăнтан хăрушă пулăмсем – ача хăйĕн çине алă хуни, шкулсенчи инкексем – сиксе тухаççĕ те. Юлашки вăхăтра кăна вĕренÿ заведенийĕсенче çакăн евĕрлĕ 100 ытла инкеке сирме май килнĕ», – терĕ Президент. Пысăк платформăсен представительствисене Раççейре уçма хистени те шăпах хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă.

Интернетра ята палăртмасăр-кăтартмасăр темĕн те хăтланассинчен пăрăнасси пирки те Раççейре те, ют çĕршывсенче те юлашки çулсенче вĕçĕмсĕр калаçаççĕ. Тĕнче тетелĕ çын пурнăçĕн пысăк пайне йышăнать, çавăнпа унта мĕн пулса иртнине пĕлсе, йĕркелесе тăмаллах. «Анчах çакă ирĕклĕхе ан хĕсĕрлетĕр, – терĕ Владимир Путин. – Мĕнпур майпа туллин усă курмалла. Раççейре интернет тытăмне аталантарни те ахальтен мар. Ялсенче пурăнакан ачасем те çак сферăпа туллин усă курма пултарччăр».

Президент çамрăксен «интернетпа чирлесе каясран» асăрханмалли, иртен пуçласа каçчен сетьпе минремелле марри, тулли пурнăçпа пурăнмалли, спортпа туслашмалли, музейсене çÿремелли çинчен аса илтерчĕ.

Владимир Путин çавăн пекех Украинăпа Раççей хутшăнăвĕсем, газ, çÿп-çап ыйтăвĕ, ача-пăча чирĕсем тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та хуравларĕ.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика