Иртсе каякан çула предприяти-организацисем кăна мар, уйрăм çынсем те пĕтĕмлетеççĕ. Калининăри Нина Терентьевăшăн 2021 çул уйрăмах асра юлнă. Вăл хăйĕн 70 çулхи юбилейне анлă паллă тунă.
– Халĕ самани урăхларах. Маларахри çулсенче хăна-вĕрле ытларах пухма пулатчĕ. Анчах та кăçалхи юбилее те асра юлмалла ирттерме май килчĕ, – чун-чĕререн шăранса тухрĕç Нина Сергеевнăн сăмахĕсем. – Паллă кунпа хаклă тăвансем те саламларĕç, Калининăри шкул-интернат коллективĕнчен те хисеп куртăм.
Нина Терентьева нумай çул çак шкул-интернатра ачасене тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшса тимленĕ. Паянхи коллектив хăйĕн аслă ĕçтешĕсене манăçа кăлармасть. Нина Сергеевнăна та шкул ертÿлĕхĕ (ун чухне директор тивĕçĕсене Альбина Шоколева пурнăçланă) юбилей ячĕпе саламласа Тав çырăвĕпе чысланă.
Каласа хăвармалла, Нина Сергеевнăн мăшăрĕ те Виктор Лукьянович шкул-интернатра ĕçленĕ. Сăмах май, вăл йывăç касса эрешлеме ăста пулнă. Нина Сергеевна вĕрентÿ учрежденийĕнче мăшăрĕн ĕçне малалла тăсакансем пурришĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ.
Нина Терентьева пĕчченех пурăнсан та ĕмĕтсемпе çунатланма пăрахмасть. Тĕрĕ маçтăрĕ Вăрнарти историпе краеведени музейĕ йĕркелекен куравсене час-часах хутшăнать.
Ноябрь 2024 |