Виçĕ çул каялла Мария Андреевнăпа Александр Иванович (Александр Ливень) Немиловсен «Иксĕлми шанчăк» ятлă кĕнеки пичетленсе тухнăччĕ. Унта биографилле повеçсемпе калавсем, сăвăсем кĕнĕ. Кĕнекере Авшак Элмен ялĕнчен çуралса тухса тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă йăх тымарĕсене пилĕк ăру таран сăнарланă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн йывăр вăхăчĕсене ватăсем каласа панине тĕпе хурса çырнă. Çулсем иртнĕçемĕн нумай пулăм манăçа тухать. Çамрăксем кирлине пĕлмесĕрех юлма пултараççĕ. Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ, теççĕ. Çырни пĕлтерĕшлĕ тесе тимленĕ те Немиловсем. Уйрăмах çутçанталăкри пулăмсем, Мăн Çавал юханшывĕ, тĕрлĕ çырма, саларан кăнтăр хĕвелтухăç енче вырнаçнă вăрман, çул юппи çинчен вулама кăсăклă.
2020 çулта ял историйĕллĕ повеçсемпе калавсем, тĕрлĕ вăхăтри сăвăсем кĕнĕ «Сурăм шывĕ Çавала васкать» кĕнеки вулакансем патне çитрĕ. Авторĕсем – Георгий Петрович Никоноров, Мария Андреевна Немилова, Александр Ливень. Умри страницăсенче Элĕк районĕнчи Çĕнкас ялĕ пуçланса кайнине тĕплĕн çырса кăтартнă. Чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, пурăннă тата мухтава тивĕçнĕ сăнарсене калăпланă.
Малалла вуланăçемĕн çутçанталăка куç умне кăларатăн. Ăна шеллеме, упрама вĕренетĕн. Сăнавсем кăтартнă тăрăх çакна пĕлетĕн% йывăç-курăк та хăйне кÿрентерекене палласа илет. Юратса пăхакана тав тăвать, çимĕçне те ытларах парать.
Çуралнă вырăнтан тухса кайсан тăван анне парнеленĕ чĕлхепе калаçманни, çулсем иртнĕ майăн тунсăх пусни вулакана тарăн шухăша путарать. Тăван киле, çуралнă яла, пĕрле выляса ÿснĕ тус-тантăшсене куç умне кăларатăн, тунсăх авăрне путатăн,ентешсене, çывăх çынсене хисеплеме вĕренетĕн.
Мĕншĕн шăпа уйăрчĕ-ши; Юратупа туслăх çинчен вуласан сăнарсемпе пĕрле хурланатăн, савăнатăн, пĕрле пурăнатăн.
2021 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мария Андреевнăпа Александр Иванович Немиловсем ылтăн туя уявларĕç. Çемье чăмăртаса 50 çул пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннине çирĕплетрĕç.
Мария Андреевна Элĕк районĕнчи Çĕнкас ялĕнче, Александр Иванович Авшак Элменте çуралса ÿснĕ. Иккĕшĕ те Ярмушкари вăтам шкулта нумай çул вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. Ведомствăн чылай Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Шкулта та, ялта та хисеплĕ çынсем. Икĕ хĕрпе ывăл çуратса-ÿстерсе аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ куç тулли мăнукĕсем канмалли кунсенче яла килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кăçалхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн çемье институтне çирĕплетсе пынăшăн Мария Андреевнăпа Александр Иванович Немиловсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысланă.
Лиана ГРИГОРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |