– Çук-çу-у-к, пулма пултараймасть,– пăшăлтатрĕç хĕр тутисем савнă каччи автовокзалта урăххине ăсатнине курсан. Çитменнине, «эсĕ ман пĕртен-пĕрре» тесе кашни тĕлпулура тупа тăваканскер юнашар тăракан пикене тутинчен те чăпăрт чуптуса илчĕ. Хĕр юпа хыçне пытанчĕ те васкасах йĕкĕт патне шăнкăравларĕ. Каччă самантрах кĕсье телефонне тытрĕ, хăйĕн юлташĕпе кафере апатланни çинчен пĕлтерчĕ.
– Суятăн! – хыттăн кăшкăрчĕ те хĕр телефона сÿнтерчĕ. Каччă тĕлĕнерех пек пулса унталла-кунталла пăхкаларĕ, никама та асăрхаймарĕ те таксипе ларса кайрĕ...
– Нивушлĕ Дима ку таранччен улталаса пурăннă; Тен, вăл мана пачах та юратман; – ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ çамрăк хĕрĕн пуçĕнче. Куçĕнчен вĕри куççуль сăрхăнса анса чĕрене витĕр тăрăннăн туйăнчĕ. Пĕррехинче ăна тусĕ Анжела асăрхаттарнăччĕ-ха% «Надя, тимлĕрех пул. Димăна ан шан. Вăл сана улталать». Хĕр ун чухне çак сăмахсене илтмĕш пулчĕ. Ара, вăл ташă каçĕнче илемлĕ сăн-питлĕ, кĕрнеклĕ хул-çурăмлă каччăна пĕрре курнипех килĕштерчĕ-çке. Анчах та савсан та йĕкĕтпе çывăхланма васкамарĕ. Надя медицина факультечĕн юлашки курсĕнче вĕренет. Ытти çамрăк хĕр пекех çирĕп çемье çавăрма ĕмĕтленет. Пулас упăшки умĕнче унăн чыса çухатман мăшăр пулас килет. Амăшĕ, асламăшĕ пĕчĕкренех каласа ăс панине те Надя асрах тытать. Юлашки вăхăтра студентсем хушшинче «таса хĕрсем никама та кирлĕ мар» тесе пуплекенсем йышланма пуçлани хĕрĕн кăмăлне хытах пăсрĕ. Пĕррехинче вăл чăтаймарĕ% «Эсир, пулас тухтăрсем, мĕншĕн çапла калаçатăр-ха; Ар çыхăнăвĕ урлă тĕрлĕ инфекциллĕ чир-чĕр ернине çирĕп пĕлме тивĕçлĕ», – терĕ вăл. Çапла каланă хыççăн пуçланчĕ вара диспут. Надьăпа пĕр шухăшлисем те, унпа килĕшменнисем те тупăнчĕç.
Шухăш авăрĕнче ишекенскер, Надя контролер пырса тăнине те сисмерĕ.
– Эсир билет илнĕччĕ-и вара; – илтĕнчĕ янăравлă сасă. Хĕр ыйхăран вăраннă пек пулчĕ.
– Çапла, çапла... – хуравларĕ вăл.
– Апла сире пĕлтерем% эсир юлашки рейсран тăрса юлтăр, – аслати кĕмсĕртетнĕ пек янăрарĕç контролер сăмахĕсем.
– Пулма пултараймасть! – тĕлĕнчĕ студентка сехет йĕпписем çине пăхса.
– Паян Çĕнĕ çула палăртнă вырăнта кĕтсе илеймĕн эсĕ, ырă пикеçĕм, – терĕ те контролер кĕсйинчен кăларнă канфета чăмласа хăвăрттăн утса кайрĕ.
Чăнах та, Çĕнĕ çула килте кĕтсе илме ĕмĕтленнĕччĕ хĕр. Ашшĕпе амăшĕ, йăмăкĕсемпе шăллĕсем, асламăшĕ валли парнесем те эрне маларах туянса хучĕ. Надя медфакри вĕренÿ хыççăн иккĕмĕш çул ĕнтĕ больницăра медсестрара ĕçлет. Çĕнĕ çул умĕн преми пачĕç те парнесем валли укçи-тенкине хĕрхенмерĕ хĕр. Халь вара мĕн тумалла; Пурнăç – 77 пăрăнăç, теççĕ. Çапах та телей кайăкĕ кашни çыннăн аллинче. Кăмăлĕ пăсăлчĕ пулин те, тăван киле çитме тĕв турĕ Надя. Хутаçĕсене йăтса автовокзал хыçне утрĕ.
Кунта транспорт йышлă иртсе çÿрет. Хăюллăнах алă çĕклерĕ. Анчах та çăмăл машина мар, фура чарăнчĕ. Надя ним шутламасăр транспорта кĕрсе ларчĕ.
– Автобусран юлтăр-и, чиперкке; – йĕкĕлтесе ыйтрĕ водитель.
Надя сасă еннелле çаврăнчĕ те самантрах сăмах чĕнейми пулса тăчĕ. Фура хуçи кинори пысăк упăтене – Кинг-Конга асилтерчĕ. Улăпла кĕлетки хăрушшăн курăнчĕ. Сăн-пичĕ çинче тÿрленнĕ суран йĕрĕсем сахал мар. /ссе кайнă çÿçĕпе сухалĕ тата... Куçĕсене те хупласа илнĕ тейĕн. «Тем тесен те ырă мар çын. Фурăран анса юлмаллах», – вĕлтлетрĕ шухăш хĕрĕн пуçĕнче.
– Та-та-архасшăн, мана çав чарăнмалли вырăнта хăварăр, – терĕ вăл хăйне лăпкăнрах тытма тăрăшса.
– Çук, хăвармастăп. Тавраллах вăрман. Атту кашкăр-упа е ырă мар шухăшлă çынсем тĕлне лекме пултарăн,– терĕ водитель.
– Эсĕ пулĕ-ха вăл ырă марри, – тесе каласшăнччĕ Надя, анчах та сăмах чĕнме шикленчĕ. Хăйне савнă каччи кĕтме тухать тесе суйрĕ.
Çакна илтсенех водитель алăка уçса хĕре кăларчĕ. Надя автобуссем чарăнмалли вырăна васкарĕ. «Ну, тинех çăлăнтăм», – çăмăллăн сывласа ячĕ хĕр. Анчах та фура вырăнтан тапранманни ăна тĕлĕнтерчĕ. Унăн пуçĕнче темĕн тĕрлĕ шухăш та мĕлтлетрĕ. Çавăнпа та çул çинче çăмăл машинăна асăрхасан хăвăртрах алă çĕклерĕ. Транспорт тÿрех чарăнчĕ. Икĕ çамрăк тухрĕ. Пĕри тÿрех хĕре хулран ярса тытрĕç. «Атя, Çĕнĕ çул уявне хаваслăн кĕтсе илер. ,çмелли-çимелли те çумрах», – терĕ ихĕрсе. Надя хирĕçлерĕ. Вĕçерĕнсе тарасшăн пулчĕ. Анчах та тепĕр çамрăкĕ унăн çулне пÿлсе хучĕ. Унччен те пулмарĕ – хыçра тăракан йĕкĕчĕ хыттăн кăшкăрса ячĕ. Надя çаврăнчĕ те фура водительне курах кайрĕ. Вăл каччăна чукмар пек чышкисемпе тăна кĕртет иккен. Унтан пĕр алăпа тытсах ăна çÿле çĕклерĕ те çĕре печĕ. Тепри Улăпа аса илтерекен этеме курсанах такăна-такăна машина патне чупрĕ. «Хăвăртрах тарар, кусем вăрă-хурахсем», – чĕнчĕ вăл юлташне.
Машина тапранса кайсан Надя питне аллисемпе хупларĕ. Груз турттаракан транспорт водителĕ хĕр патне пычĕ%
– Надежда, ан кулянăр! Малашне пурнăç сукмакĕпе манпа пĕрле утма килĕшсен эсир савăнăç куççульне кăна кăларăр, – терĕ.
Фура водителĕ каланă сăмахсем хĕре тĕлĕнтерчĕç, çав вăхăтрах чун-чĕрене ăшăтса ячĕç. Тĕреклĕ арçын ăна çупăрласа илчĕ. Надя хăйне хÿтлĕхре туйрĕ. «Кинг-Конг» фильмри героиня пек. Анчах та пулнă-иртнĕ хыççăн студенткăн пурпĕрех никама та шанас килмерĕ. «Тавах сире, мана инкекре пăрахманнишĕн», – терĕ те çăлавçăран аяккарах кайса тăчĕ.
– Эсир, Надежда, кĕнеке нумай вуланă пулĕ-ха. Анчах та пурнăçа начар пĕлетĕр. Этеме тулаш сăн-питне кура хаклатăр. Çакă вара пысăк йăнăш,– хĕр çинчен куç илмесĕр калаçрĕ водитель.
– Кашкăртан таракан упа аллине лекет, – терĕ шăппăн студентка асламăшĕн сăмахĕсене аса илсе.
Ара, чим-ха унăн ятне вăл мĕнле пĕлет-ха; Водитель хĕрĕн шухăшне вуланă пекех%
– Сире сивĕ мар-и, Надежда Петровна; Тумтире йÿле янă та. Пейджикра мĕн çырни те йăлтах курăнать, – йăл кулчĕ вăл.
Надя васканипе ĕçре шур халатне хывма мансах кайнă çав. Курткăн замокне хăпартасшăн тăрăшрĕ. Анчах та кăлăхах, вăл путсĕрсенчен хăтăлма тăрăшнă чух çĕмĕрĕлнĕ. Хĕр хăйне «Кинг-Конг» алăпа епле йăтса илнине те сисмерĕ. «Сирĕн чирлеме юрамасть. Унсăрăн пациентсене кам сыватĕ-ха;» – илтĕнчĕç сăмахсем. Çăлавçă машина ăшĕнче чиперккене вĕри чейпе хăналарĕ.
– Эпĕ Никита ятлă, юлташсем Мĕкĕте-упăте е Кинг-Конг тесе шÿтлеççĕ. Пĕрре те авланман, – терĕ хусах. – Вăтăр çул урлă кăçал анчах каçрăм.
Надя çак сăмахсене илтсен кулсах ячĕ. Ăна вăл 50 çулсенчи арçын пулĕ тенĕ. «Эсир, Надя, хĕвел пекех. Сирĕн кулăпа çынсене сиплемелле, – терĕ Никита студентка çине пăхса. – Сире Шанăçпи тесе чĕнес килет. Эпĕ сирĕнтен пулăшу ыйтасшăн».
Надя Никита çине ыйтуллăн пăхрĕ. Каччă амăшне Çĕнĕ çул уявĕнче савнă хĕрĕпе паллаштаратăп тесе сăмах панă иккен. Ним шутламасăрах пулас мăшăрĕ Надежда ятлă тесе персе янă.
– Эсĕ манăн Шанăçпиçĕм. Тархасшăн, аннен кăмăлне уçма пулăш. Вăл чĕрепе чирлĕ. Тухтăрсем нимĕнле шанăç та памаççĕ. Эсĕ паян ман тăван киле кайма килĕшсен пуш алăпа таврăнмăн. Саншăн пачах та укçа хĕрхенмĕп, – йăлăнчĕ каччă.
Надя укçа пирки сăмах илтсенех тарăхса кайрĕ. «Пациента пăхасси – ман тивĕç», – терĕ çирĕппĕн. Тепĕр тесен вăл пулас кардиолог-çке.
Никитăн амăшĕ Надьăна тарават кĕтсе илчĕ. Ырă хĕрарăма вăл питĕ хĕрхенчĕ. Хăйне ывăлĕн савнă хĕрĕ тесе пĕлтерме хăю çитерчĕ. Никита мунчана кайрĕ, Надя ун амăшĕн амбулатори кĕнекине вулама ларчĕ.
Нумаях вăхăт иртмерĕ. Сасартăк алăк уçăлчĕ – пÿрте Никита кĕрсе тăчĕ. Ăна пĕрре пăхнипе тÿрех палласа та илеймерĕ хĕр. Сухалне хырнă Никита хăйĕн çулĕсенчен çамрăкрах курăнать. Каччăпа хĕр пĕр-пĕринчен куç илмерĕç. Тур çырнине тупнине иккĕшĕ те ăнланчĕç тейĕн. Амăшĕпе ывăлне Надя савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ% ку чиртен сипленме пулать иккен. Мускаври профессорпа хăех калаçма шантарчĕ.
Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илнĕ хыççăн Никита Надьăна тăван ялне леçрĕ. Çула май хĕрĕн çывăх тăванĕсем валли парнесем туянма манмарĕ. Никитăна та Надьăн çемйи кăмăллăн йышăнчĕ. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕнчен каччă пирки «ку Дима-и;» тесе ыйтсан Надя «манăн Никита кăна пур» тесе хучĕ.
Пулас кардиолог сăмаха çилпе вĕçтермерĕ. Кĕçех Никитăн амăшне операци туса «иккĕмĕш пурнăç» парнелерĕç. Надьăна тав тума ывăлĕпе амăшĕ общежитие иккĕшĕ те çитрĕç. Чечексен пысăк çыххи пÿлĕме аран-аран кĕчĕ. Надьăпа пĕрле хĕр-тусĕсем те савăнчĕç. «Кинг-Конгăн» пиччĕшĕ е шăллĕ çук-и тесе кăсăкланчĕç.
Диплом илсен Никитăпа Надя ресторанра чаплă туй кĕрлеттерчĕç. Тепĕр 9 уйăхран çамрăк мăшăрăн йĕкĕреш – хĕрпе ывăл – çуралчĕ.
Надьăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Вăл çемьере те, ĕçре те телей тупрĕ. Халĕ çамрăк хĕрарăм çынна сăн-питне пăхса мар, унăн шалти тĕнчине кура хаклать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |