Вăрнар çамрăкĕсене спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисен йышĕнче курма питĕ кăмăллă. Акă йывăр атлетсемшĕн те савăнма вăхăт.
Нумаях пулмасть вĕсем республика первенствинче тупăшнă. Юрий Агилов тренер патĕнче ăсталăха ÿстерекенсем – Денис Никитин тата Сергей Митрофанов (Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем) кĕмĕл медальсемпе таврăннă.
Вĕсен шкулти тусĕ Алексей Дмитриев тата Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Илья Фоминпа Виктор Павлов 3-мĕш вырăнсене йышăннă.
Турнир Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн пыракан шкул ачисен Спартакиади зачетне кĕрет. Вăрнар команди унта – 3-мĕш йĕркере.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
