Çĕнĕ çулталăк пуçламăшĕ – иртнине пĕтĕмлетмелли, малашлăх тĕллевсене палăртмалли ăнăçлă вăхăт. Мĕнле улшăнусем илсе килнĕ вăл, мĕнле тĕп пулăмсемпе асра юлнă; Çак ыйтусене тĕрлĕ отрасльти тишкерÿллĕ кăтартусем яр уççăн хуравлаççĕ.
ЗАГС пайĕн пĕлтĕрхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕ те, паллах, питĕ кăсăклă. Цифрăсенче – район пурнăçне сăнлакан, пирĕнтен кашнине пырса тивекен чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсем.
Сăмахран, хальхи вăхăтри демографи лару-тăрăвĕ. Мĕн кăтартаççĕ-ха цифрăсем; Районти ЗАГС пайĕ пĕлтĕр шута илнĕ 1187 гражданла тăрăм актĕнчен, акă, 241-шĕ ача çуралнине регистрациленисем. Иртсе кайнă 12 уйăхра поселокра тата ялсенче 126 хĕрачапа 115 арçын ача çут тĕнчене килнĕ.
Иртнĕ çул çуралнă ачасенчен 60-шĕ ашшĕ-амăшĕсен пĕрремĕш пепкесем, 78-шĕ – иккĕмĕшсем, 67-шĕ – виççĕмĕшсем, 25-шĕ – тăваттăмĕшсем, 8-шĕ – пиллĕкмĕшсем тата 3-шĕ – улттăмĕшсем.
Шел, район пурнăçĕнчи тепĕр тĕп кăтарту унчченхи çулсенчи пекех пăшăрхантараканнисен шутĕнче юлать. Вăл – çынсем вилнин шайĕ. Ку хисеп пĕлтĕр татах та ÿснĕ. 655 ентеш пурнăçран уйрăлса кайнă – виçĕмçулхинчен 58 çын нумайрах. Хĕрарăмсем ытларах вилнĕ – пĕтĕмпе 335-ĕн. Вĕсем, вăтам кăтартăва илес-тĕк, 76,6 çула пурăнса çитнĕ. Арçынсен вара (320) вăтам пурнăç тăсăмĕ самай кĕскерех – 63 çул.
ЗАГС пайĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çемье çавăракансен шучĕ пĕлтĕр унчченхи çулхинчен 31 тĕслĕх нумайрах (125). Кăсăклă факт: арçынсенчен 95-шĕ, хĕрарăмсенчен 89-шĕ мăшăрланăва пĕрремĕш хут кĕнĕ. Тата, тем сăлтавпа, пĕрлешме заявлени çырнисенчен 6 мăшăр ЗАГС-а регистрацие çитеймен иккен.
Пĕлтĕрхи 12 уйăхра кунсăр пуçне çемьесен шучĕ, уйрăлнине пула, 97 чухлĕ чакнă.
Ял тăрăхĕсемпе уйрăммăн илес-тĕк, Кĕçĕн Кипек тата Хирпуç поселенийĕсенче пуринчен ытла (8-шар) çĕнĕ çемье çуралнă. Çавăн пекех Калинино (7), Упнер, Мăн Турхан (6-шар) тăрăхĕсенче кăтартусем лайăхрах. Çав вăхăтрах тепĕр пулăма та палăртса хăвармалла: Малти Ишек, Ярмушка ял поселенийĕсенче çемьесем арканнă тĕслĕхсем мăшăрланусен шутĕнчен иртеççĕ. Вăрнар поселокĕнче те çакнашкал «ÿкерчĕкех»: 33 телейлĕ мăшăршăн Мендельсон маршĕ янăранă-тăк, 49-шĕ пурнăç çулĕпе малалла уйрăмшарăн утма шутланă.
Иртнĕ çул район администрацийĕн ЗАГС пайĕ юридици пĕлтерĕшлĕ ытти чылай тивĕçе те пурнăçланă. Вĕсемшĕн тата гражданла тăрăм акчĕсен патшалăх регистрацийĕшĕн 359 190 тенкĕ патшалăх пошлини пырса кĕнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Районта ачасем çуралнин тата çынсем вилнин
кăтартăвĕсем:
Малти Ишек я/п 4 22
Аçăмçырми я/п 12 34
Упнер я/п 12 37
Мăн Турхан я/п 6 19
Мăн Явăш я/п 10 21
Пăртас я/п 8 25
Вăрманкас я/п 10 26
Ярмушка я/п 4 25
Ершепуç я/п 16 20
Калинино я/п 14 39
Кульцав я/п 4 22
Кĕçĕн Кипек я/п 13 32
Уйкас Кипек я/п 2 27
Çавалкас я/п 2 10
Санарпуç я/п 4 17
Хирпуç я/п 9 35
Шĕнер Ишек я/п 5 18
Çĕрпел я/п 10 38
Вăрнар х/п 77 155
Ноябрь 2024 |