Вăрнар районĕ кăçал юбилейлă çула кĕчĕ – сентябрĕн 5-мĕшĕнче ăна йĕркеленĕренпе 95 çул çитет.
Районта сумлă датăна хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ те иртнĕ. Юбилее асра юлмалла уявлас тесе кашниех хăйĕн шухăшне палăртнă. Ăна Вăрнарта кăна мар, ял поселенийĕсенче те паллă тума сĕннине ырласа йышăннă.
Андрей Тихонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
– Ку – паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пирĕнтен кашниех хамăрăн кĕçĕн Тăван çĕршыв историне пĕлме, унпа мухтанма, район аталанăвне-чечекленĕвне тÿпе хывнă паллă ентешсемпе мăнаçланма тивĕç. Çитменнине, кăçал Чăваш енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пырать. Уяв мероприятийĕсен тĕп тĕллевĕ – районта пурăнакан мĕнпур çын хăй Вăрнар районĕн пурнăçĕпе историйĕн пайĕ пулнине туйса илме май пани.
Район Пухăвĕн депутачĕн Евгений Захаровăн шухăшĕ пархатарлă: район центрĕнчи Хисеп хăмине çĕнĕрен йĕркелемеллех. Унта район çĕкленĕвне тÿпе хывнă çынсен портречĕсене, производство передовикĕсене, ытти сăнсене вырнаçтармалла. Вăл çавăн пекех Вăрнарпа, районти ялсемпе çыхăннă кивĕ фотосене цифрăлама, вĕсене Асăну скверĕнче е халăх йышлă çÿрекен урăх вырăнта çакма сĕннĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов та лайăх шухăш каланă – Чăваш енĕн географилле центрне, Уравăш ялне, хăтлăх кĕртмеллех. Капла вăл районăн курăмлă вырăнĕ пулĕ çеç мар, туристсене те илĕртĕ.
Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат та аякра юлмĕ – районăн 95 çулхи юбилейне тĕрлĕрен статьясем халаллĕ. Вулаканăмăрсем, эсир те ку ĕçе хутшăнма пултаратăр, сирĕнтен тăван тăрăх аталанăвĕ пирки материалсем кĕтетпĕр.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |