Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул ачисене «Орлята России» юхăмăн йышне илчĕç
Ачасем – çĕршыв пуласлăхĕ. Вĕсене тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе районти вĕрентÿ учрежденийĕсем тĕллевлĕн тимлеççĕ. Тĕслĕх кăтартаканнисенчен пĕри – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул. Педагогсен коллективĕ паянхи ăру Тăван çĕршыва юрăхлă çитĕнтĕр тесе çĕнĕ çул-йĕрсене, программăсене пурнăçа кĕртме тăрăшать.
«Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» (вырăсла – РДШ) – вĕренекенсен çĕршывĕпех сарăлнă обществăлла организацийĕ. Вăл РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çулта йĕркеленнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ÿсекен ăрăва воспитани парас ĕçре патшалăх политикине лайăхлатни. Чăваш енре ку юхăма кĕнĕ шкулсем пур-ха. Районта вара чи малтан çак пуçаруллă утăма Вăрнарти 2-мĕш шкул турĕ. Каласа хăвармалла, ку пархатарлă ĕçре ăсталăха туптас тесе музыка преподавателĕ Ольга Николаева иртнĕ раштав уйăхĕнче Мускавра ятарлă курсра пĕлÿ пухнă. «Çамрăк ăрушăн эпир яваплă. Çавăнпа та паха опыта хамăр тăрăхра та сарма тăрăшмалла», – çирĕплетрĕ Ольга Николаевна.
3-мĕш «а» класс вĕренекенĕсем тăрăшуллă тата пултаруллă. Наталья Ксенофонтова ертсе пынипе тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнаççĕ, тавракурăма аталантарма экскурсисенче тăтăшах пулаççĕ. Шăпах та вĕсем чи малтан «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» шкулти организацин ретне кĕме тивĕçрĕç.
Мероприяти кĕçнерникун пулчĕ, вăл РФ гимнĕпе уçăлчĕ. Уява Ольга Николаева ертсе пычĕ. Чи малтан Сергей Ильин директор сăмах илчĕ.
– Раççейри шкул ачисен юхăмĕ вĕренÿре, спортра, пултарулăхра хастаррисене пĕр пысăк коллектива пĕрлештерет, малалла аталанма çул уçса парать, – терĕ Сергей Петрович.
Маларах çĕршывра ку рете аслăрах классенче пĕлÿ пухакансене кăна илнĕ-тĕк, халĕ вара кĕçĕннисем те тимлĕхре. Çак обществăлла организацире тăракан пуçламăш классен вĕренекенĕсене «Раççейри ăмăрткайăк чĕпписем» теççĕ. Вĕсене чăннипех кăсăклă шкул пурнăçĕ кĕтет. Кружоксемпе секцисем, тĕрлĕ шайри спартакиадăсемпе олимпиадăсем, паллă çынсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем, волонтер ĕçĕсем... Малалла талпăнма кăна ан ÿркен. Палăртмалла, юхăмăн тăватă ен – «Харпăр хăй аталанăвĕ», «Çарпа патриотизм», «Информаципе медиа» тата «Гражданла активлăх».
Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ретне кĕнĕ май виççĕмĕшсем пур çĕрте те хастарлăхпа палăрма, кĕçĕннисемпе вăй-халсăррисене, çывăх çынсене, инкеке лекнисене, ватăсене пулăшма, обществăшăн кирлĕ ĕç тума, Тăван çĕршыва усă кÿме тупа турĕç.
Уява пирĕн ентеш те – отставкăри полковник, «Раççей офицерĕсем» обществăлла организацин Чăваш енри ертÿçи Станислав Афанасьев – килнĕ. Вăл ачасене чăн-чăн патриотсем пулма, Тăван çĕршывпа мăнаçланма сунчĕ.
Чыслав саманчĕ пăлхануллă та, савăнăçлă та. 3-мĕш «а» класс вĕренекенĕсем Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ретне кĕнине çирĕплетекен свидетельствăна тата значока илме тивĕçрĕç.
Директорăн вĕрентÿ тата воспитани енĕпе тимлекен заместителĕсем Татьяна Сапожниковăпа Галина Мефодьева та ачасене саламларĕç. Ыррипе лайăххине ăша хывса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме, тăван шкул чысне хÿтĕлеме яланах хатĕр пулма сунчĕç.
– Эсир халĕ ăмăрткайăк чĕпписем, анчах та вăхăт иртсен чăн-чăн ăмăрткайăка çаврăнăр. Шансах тăратпăр, хăюллă утăмсем тунипе эсир Раççей ят-сумне çÿле çĕклĕр,– палăртрĕ Татьяна Анатольевна.
Уяв вĕçĕнче ачасем Раççейри шкул ачисен юхăмĕн гимнне шăрантарчĕç, ташă картине тăчĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |