Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем! Хаклӑ ентешсем!
Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштав ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Иртсе пыракан ҫула пӗтӗмлетнӗ май эпир мӑнаҫланса ҫапла калама пултаратпӑр: 2025 ҫулта эпир палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пӗрле ҫирӗппӗн малалла утрӑмӑр.
Пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри - республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннӑн сывлӑхне упрасси тата ырлӑхне ӳстересси. Ҫавӑнпа эпир поликлиникӑсемпе больницӑсене ҫӗнететпӗр, ача сачӗсемпе шкулсем ҫӗклетпӗр. Акӑ, кӑҫал 3300 ытла ача ҫӗнӗ виҫӗ шкулта парта хушшине ларнӑ.
Ачасемпе ҫемьесене пулӑшассине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. 20 социалл пулӑшу мерисен ҫумне кӑҫал тата пиллӗк ҫӗнни хушӑннӑ. Ҫакӑ хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартрӗ: хальхи вӑхӑтра республикӑра нумай ачаллӑ 23 пин ытла ҫемье шутланать, кашни тӑваттӑмӗш ача пысӑк ҫемьере ӳсет.
Аслӑ ӑрӑва та асра тытатпӑр. Регионӑн «Хастар вӑрӑм ӗмӗр» ҫӗнӗ программи пин-пин пенсионера пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме май панӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ «кӗмӗл» волонтерсем пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварам: чӑваш халӑхӗн уҫӑ кӑмӑлӗ шӑпах 96 пин ытла ҫынна пӗрлештернӗ волонтерсен юхӑмӗнче палӑрнӑ. Вӗсен ӗҫӗ, уйрӑмах ҫар ҫыннисем тата ҫӗнӗ регионсенче пурӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухассине йӗркелени, ҫакна лайӑх ҫирӗплетет. Мобилизаци пуҫланнӑранпа ятарлӑ ҫар операцине 60 гуманитари конвойӗ ӑсатнӑ.
ҪӗнтерӲ 80 ҫул тултарнине халалланӑ ҫул пирӗншӗн Асӑнупа патриотлӑх ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ирӗклӗхшӗн кӗрешнӗ халӑх паттӑрлӑхне нихӑҫан та манмӑпӑр. Хальхи паттӑрсене те - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене - чӗререн хисеплетпӗр. Кӑҫал ӗҫе кӗртнӗ «Тӑнӑҫ пурнӑҫа - утӑм» программа ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене пулӑшмалли мелсене пӗрлештерет.
Умра - Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ. Вӑл Аслӑ Раҫҫей халӑхӗсене пӗрлештерес ӗҫӗн тӑсӑмӗ пулӗ.
2026 ҫулӑн тӗп тӗллевӗ - Чӑваш Ене аталантарасси, вӑйлӑ экономика граждансен пурнӑҫӗн пысӑк пахалӑхӗпе уйрӑлми ҫыхӑнса тӑтӑр. Эпир аталану хӑвӑртлӑхне ӳстерсе тӑван республикӑра пурӑнма лайӑх условисем туса парӑпӑр. Пирӗн тӑрӑхри хӑйне евӗрлӗ ҫут ҫанталӑка сыхласа, пуян йӑла-йӗркене упраса, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртсе эпир тӗллевсене пурнӑҫласса шансах тӑратӑп.
Хаклӑ ентешсем! Кулленхи ӗҫшӗн, яваплӑхшӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑшӑн кашнине чунтан тав тӑватӑп. Пӗрле Чӑваш Енӗн хальхи пурнӑҫне тата пуласлӑхне йӗркелетпӗр.
Ҫитес ҫул кашни киле савӑнӑҫ, ырлӑх илсе килтӗр. Сире тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсен чун ӑшши, юратӑвӗ хавхалантарсах тӑтӑр. Ҫирӗп сывлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ӗмӗтсене 2026 ҫулта пурнӑҫа кӗртме сунатӑп!
Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, туссем!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег НИКОЛАЕВ
Декабрь 2025 |
