Асăрхăр: сăвăссем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2022, 16:04 Просмотров: 1010

Çулла тинех çитрĕ. Ачи-пăчи, асли, ватти – пурте ытларах уçă сывлăшра халĕ. Пахча-анкартинче тăрăшаççĕ, урамра, парксемпе скверсенче уçăлса çÿреççĕ. Анчах унта та хăрушлăх кĕтет иккен пире. Мĕнли тетĕр-и – сăвăссем. Кăçал, ак, республикăра сăвăс çыртнипе тухтăрсем патне 110 çын пынă.

Шÿт мар, вĕсем чăнах та пысăк инкек кÿме пултараççĕ. Ку кăпшанкăсем – вилĕмле хăрушă чирсене ертекен сăтăрçăсем. Çав шутра – вируслă энцефалита саракансем те.

Медиксем асăрхаттараççĕ: энцефалитлă сăвăс Çĕпĕрти, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи, Урал тăрăхĕнчи чăтлăх вăрмансенче кăна пурăнать тени йăнăш шухăш. Паян вăл пур çĕрте те сарăлнă. Сиенлĕ кăпшанкă уйрăмах май–сентябрь уйăхĕсенче активлă: шăпах çак вăхăтра вăл çынсене «тапăннă» тĕслĕхсем нумай.

ТĔрĔс кăлармалла

Сăвăс ÿте кĕрсе ларнă вырăн ытларах чухне ыратмасть. Ăна ятарласа тĕрĕслесен е ăнсăртран асăрхатăн. Юн ĕмсе тултарнăскере хăвăртрах кăларма тăрăшмалла, анчах унран хăтăлма ансат мар иккен. Çак ĕçе тĕрĕс мар тусан сăвăсăн «кĕлетки» çеç татăлать, пуçĕ вара ÿт çинчех юлать. Çапла юна инфекци лекес хăрушлăх та ÿсет.

Шар курас мар тесен сăвăса çапла кăлармалла. Вăл ларакан вырăнти ÿте спиртпа е одеколонпа тасатмалла, сăтăрçăна пинцетпа çаклатмалла. Пинцет ал айĕнче çук-тăк, сăвăсăн пуçне çиппе çавăрттарса çыхăр, енчен-енне силлесе, тăрук туртмасăр кăларăр.

Пурпĕрех тĕпĕ-йĕрĕпе тухмарĕ-тĕк, кăпшанкăн юлашкийĕсене йĕппе кăлармалла, сурана йодпа сиенсĕрлетмелле. Сире «тапăннă» сăвăса икĕ талăк иртиччен лабораторие çитерсе тĕрĕслеттерсен аван. Анчах çакна валли вăл чĕрĕ пулмалла.

МĔнле хŸтĔленмелле?

Сăвăссем вилĕм кÿрекен чирсене сарнине пĕлетпĕр. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсенчен хÿтĕленни пĕлтерĕшлĕ.

Вăрмана каятăр пулсан çутă, пĕр тĕслĕ тумтир тăхăнăр – çакланнă кăпшанкăсем ун çинче тÿрех курăнаççĕ.

Ÿт çинче уçă вырăн пулмалла мар. Шăлавара – атă ăшне, çиелти тумтире шăлавар ăшне лайăх чикмелле. Çанă вĕçĕсем те алă çумне çăтă çыпăçса тăччăр. Пуçа вара капюшонпа хупламалла, çÿçе лайăх пуçтарса тутăр çыхмалла е калпак тăхăнмалла.

Тумтире ятарлă репеллентсемпе сапни те сăвăссенчен аван хÿтĕлет. Анчах вĕсемпе усă курнă чух инструкцие çирĕп пăхăнăр.

Вăрманта курăк çине ларма е выртма юрамасть. Кану валли хăйăрлă тата курăксăр лаптăксене суйласан шанчăклăрах.

Киле таврăнсан тумтире хывса тĕплĕ тĕрĕслемелле, кĕлеткене те тишкермелле.

Татнă ÿсентăрана, çавăн пекех çиелти тумтире çурта е пÿлĕме илсе кĕмелле мар – вĕсем çинче сăвăссем пулма пултараççĕ.

Килте йытă-кушак тытатăр-тăк, çулла вĕсене те сăвăссенчен хÿтĕлекен препаратсемпе сапмалла.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика